Çăлмалла, тавăрмалла. Аслă Çӗнтерӗвӗн медицина фрончӗ
Хусанти «Россия – Моя история» Истори паркӗнче паян Тăван çӗршывӗн Аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартнă медиксене халалланă мультимедиа куравӗ уçăлнă
2026 çулхи майăн 8-мӗшӗнче Хусанти «Россия – Моя история» Истори паркӗнче «Спасти и вернуть. Медицинский фронт Великой Победы» мультимедиа куравӗ уçăлчӗ. 11 мультимедиа залӗнчи экспозици Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çынсен пурнăçне çăлнă, çарăн çапăçас халне сыхласа хăварнă çар медицинин пӗлтерӗшӗ çинчен каласа парать.
«Фронтра, госпитальсенче çынсен пурнăçне çăлса куллен паттăрлăх кăтартнисем çинчен аса илтерет ку курав. Хальхи вăхăтри мультимедиа формат урлă çамрăксем пирӗн историн çак страниципе тӗплӗнрех паллашма пултарни питӗ хаклă», — тесе палăртнă курав уçнă чух РФ Патшалăх Думин депутачӗ Т.П. Ларионова.
Курав çар медицинин кашни тапхăрне кăтартса парать: çапăçу хирӗнче пӗрремӗш пулăшу панинчен пуçласа тыла ăсатни, госпитальсенче сиплени таранах. Паллах, куравăн тӗп геройӗсем çар тухтăрӗсем, медицина сестрисем, санинструкторсем, аманнă боецсем.
Курава уçнă çӗрте РФ Патшалăх Думин депутачӗ Т.П. Ларионова, Тутарстан тата Хусан митрополичӗ Владыка Кирилл, ТР Мăсăльмансен тӗн управленийӗн вӗрентӳ енӗпе муфтий çумӗ Р.М. Мухаметшин,
ТР Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политика комитечӗн председателӗ А.С.Созинов, ТР вӗрентӳпе наука министрӗн çумӗ А.М.Асадуллина, РФ Юстици министерствин ТР Управленийӗн пуçлӑхӗ М. В.Скирда, Р.Х.Агафонов ячӗллӗ ТР клиника инфекци больницин йӗркелӳпе методика енӗпе ӗçлекен тӗп врач çумӗ Р.Х.Фахуртдинов, Хусанти патшалӑх медицина университечӗн проректорӗ А.Р.Заляев, Тутарстан Республикинчи «ЮНАРМИЯ» юхӑмӑн регионти штабӗн пуçлӑхӗ, генерал-майор А.И.Бородин, Раççей çарпа истори обществин Тутарстанри регион уйрӑмӗн ӗç тӑвакан директорӗ Т.Р.Камалетдинов, çавӑн пекех ТР «Раççей – Манӑн истори» Истори паркӗн директорӗ Т.Н.Ильина.
Сăнӳкерчӗк Истори паркӗн пресс-службин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев