ÇĂЛТĂРСЕМПЕ КАНАС КИЛЕТ-И?
Пӗтӗм Раççей онлайн-лагерӗ Telegram-аккаунтăн «Поколение М» проектӗнче июлӗн 31-мӗшӗччен ӗçлет
11 – 18 çулсенчи шкул ачисен кăçал онлайн-лагерьте канма май пулнине пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Унта Тутарстанăн хуть хăш кӗтесӗнче пурăнакан ача та хутшăнма пултарать, тӳлевсӗрех. Пӗтӗм Раççей онлайн-лагерьне Telegram-аккаунтăн «Поколение М» проектӗнче хатӗрленӗ. Паллă блогерсем, наставниксем, искусство ӗçченӗсем хăйсен занятийӗсенче ачасене пултарулăха ӳстерме пулăшаççӗ.
Онлайн-кану июлӗн 31-мӗшӗччен тăсăлать. Пӗтӗмпе виçӗ «сменăпа», тӗрлӗ тематикăпа иртет. Музыка, вокалпа ташă «смени» (июлӗн 11 – 17), сăнӳкерчӗк (18 – 24), ӳкерчӗк (июлӗн 25 – 31). Кашни пӗрер эрнене тăсăлать.
Занятисене çакăн пек паллă çынсем: «Голос.Дети» шоу финалисчӗ Хабиб, Gazgolder лейбл артисчӗ Иван Кургалин, «Танцы на ТНТ» шоуна хутшăннă Анна Тихая тата ыттисем ирттереççӗ. Онлайн-лагерь жюрийӗсемпе наставникӗсем палăртнă çӗнтерӳçӗсем Мускаври е ытти миллион халăхлă хуласенчи мероприятисене йыхрав, билет çӗнсе илме пултараççӗ. Йӗркелӳçӗсем çӗнтерӳçӗсене тата вӗсемпе килекенсене билет хакне кăна мар, çул тăкакне те саплаштараççӗ, кунсăр пуçне гаджетсем, «Поколения М» символикăллă тум, аксессуарсем парнелеççӗ.
Тутарстанра ачасен канăвӗ çине уйрăм тимлӗх уйăраççӗ. Ачасем валли тӗрлӗ шайри мероприятисем йӗркеленисӗр пуçне 180 пин ача çӗршыври ача-пăча лагерӗсенче канать. Асăннă онлайн-лагерь вӗсемшӗн çуллахи каникула усăллă та хаваслă ирттермелли тепӗр мел. Çитменнине ачасене çывăх цифра «тӗнчинче». Унта пултарулăха аталантарнисӗр пуçне лагерӗн «вожатăйӗсемпе» – паллă блогерсемпе, çăлтăрсемпе – хутшăнма пултараççӗ. 11 – 18 çулти ачасем, мелпе усă курăр, июлӗн 31-мӗшӗччен онлайн-лагерьте канма пулать, ӳкӗнӗçе юлмастăр.
Ирина НИКОЛАЕВА хатӗрленӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев