Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çамрăк артистсем кăçал тата нумайрах

Ача-пăча тата çамрăксен театр коллективӗсен регион шайӗнчи фестивалӗ 2023 çулхи декабрӗн 20-мӗшӗччен пырать

Фестиваль

Ача-пăча тата çамрăксен театр коллективӗсен регион шайӗнчи фестивалӗ 2023 çулхи декабрӗн 20-мӗшӗччен пырать

«Театральное Приволжье» фестивале ноябрӗн 15-мӗшӗнче заявкăсем йышăнма чарăннă. Кăçал Тутарстанра нихăçанхинчен нумай — 381 коллектив — хутшăнма кăмăл тунă. Те пӗлтӗр фестивальте çӗнтерни хавхалантарнă, пӗтӗмпе 1000 заявка илнӗ йӗркелӳçӗсем. Те пӗлтӗр Хусанти театр студийӗ çӗнтерни пит хавхалантарнă, те республика шкулӗсенче театр кружокӗсем активллă ӗçлеме пуçланинче сăлтавӗ.

Ытти чухнехи пекех кăçал фестиваль икӗ категорипе иртет: «Ачасен театр кружокӗсемпе студийӗсем» тата «Çамрăксен театр коллективӗсемпе студийӗсем».

Тутарстан Республикин муниципаллă районӗсенчен пуринчен те коллективсем регион шайӗнче иртекен фестивале хутшăннă. Пӗлтӗрхи çӗнтерӳçӗ «Апуш» Хусанти тутар театр студийӗ, регион шайӗнче çӗнтернӗ Менделеевскри Ашраф Ахунов ячӗллӗ Халăх театрӗ кăçал та хутшăнаççӗ фестивале.

Декабрӗн 20-мӗшчен Атăлçи федераллă округӗн кашни регионӗнче конкурссем иртеççӗ. Вӗсене пӗтӗмлетсе кашни категорирен пӗрер коллектив суйласа илсе окружной тапхăра регион чысне хӗтӗлеме каяççӗ. Çӗнтерӳçӗ-спектакльсен видеоверсине хатӗрлеççӗ.

Округсен шайӗнчи фестиваль 2024 çулхи январь-февраль уйăхӗсенче иртет. Унта регионсенче, муниципаллă районсенче (онлайн), финала тухнă коллективсен спектаклӗсене кăтартаççӗ, регионсене гастрольсемпе тухаççӗ.

2024 çулхи март-апрель уйăхӗсенче фестивалӗн финалӗ пулать. Ку тапхăрта видеотрансляци мелӗпе сасăлав пӗтӗмлетӗвӗсене тăвӗç, регионсемпе тӳрӗ эфирта çыхăнӗç (пурте лайăх пӗлекен «Евровидение» юрă конкурсӗнчи пек). «Атăлçи федераллă округри чи лайăх çамрăксен спектаклӗ», «Чи лайăх режиссер ӗçӗ», «Чи лайăх музыка илемлетӗвӗ», «Чи лайăх арçын ролӗ», «Чи лайăх хӗрарăм ролӗ».

Çакна палăртмалла, фестивальте театр училищисенче, культура тата искусство вӗренӳ заведенийӗсенче вӗренекенсен профессильлӗ театрсен артисчӗсен хутшăнма ирӗк çук.

«Татральное Приволжье» округсен фестивальне ачасемпе çамрăксене театр искусствипе интереслентерес, творчество пултарулăхне аталантарас тӗллевпе йӗркеленӗ. Проекта РФ Президенчӗн Атăлçи федераллă округӗнчи полномочиллӗ представителӗ Игорь Комаров пуçарăвӗпе пурнăçлаççӗ. Çулсерен фестивальте 400 театр коллективӗ, 6000 актер хутшăнать.

Фестивале РФ Президенчӗн Атăлçи федераллă округӗнчи полномочиллӗ представителӗн аппарачӗ йӗркелет.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА архивӗнчен.

Татьяна Васильева

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: фестиваль