Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çамрăк экологсен конкурсне пӗтӗмлетрӗç

ТР Патшалăх Канашӗнче «Об экологии друг другу» республика шайӗнчи III конкурса пӗтӗмлетрӗç. Экологи тата çутçанталăк ресурсӗсен министерстви 2015 çулта çамрăксем валли пуçарнă «Будет чисто» юхăм «ЭКОволна» çамрăк экологсен организацийӗн VIII форумӗн (2024 çулхи май уйăхӗнче иртнӗ) витӗмӗпе йӗркеленӗ ку конкурса.

«ЭКОволна» форума хутшăннă 300 уйрăм çынпа ушкăн конкурса заявка панă. Анчах, ытти ăмăртусенчи, конкурссенчи пекех финала сахалăн тухнă, çӗнтерӳçӗ ятне илнисем тата сахалрах. Раççейӗн экологи обществин Тутарстанри уйрăмӗ çичӗ проекта суйласа илсе пурнăçлама грант уйăрса панă. 

Çӗнтерӳçӗ пулнă çичӗ ушкăнăн проекчӗсене пурнăçлама 300 пин тенкӗ куçарнă. ТР Патшалăх Канашӗн Экологи, çутçанталăкпа усă курас, агропромышленноçпа апат-çимӗç политики енӗпе комитечӗн ертӳçи Азат Хамаев сăмахӗпе, 30 çул хушшинче республикăн Регионăн пӗтӗмӗшле чӗртаварӗ (ВРП) виçӗ хут ӳснӗ. Сиенлӗ хутăшсем атмосферăна вараласси 4 хут чакнă.  

«Об экологии друг другу» социаллă пӗлтерӗшлӗ конкурса ирттерессине ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ, «Татагролизинг» акционерлă обществăн генеральнăй директорӗ Азат Зиганшин та пулчӗ çӗнтерӳçӗсене чысланă çӗрте. Çутçанталăк тасалăхӗшӗн тăвакан ӗçсенче ТР Экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерствине, уйрăмах унăн ертӳçине Александр Шадрикова ырларӗ, министр вăйпитти, ӗçлекен команда пухнине палăртрӗ.

Экологи министрӗн çумӗ Егор Тарнавский пулчӗ спикерсенчен пӗри. Вăл проектпа ӗçлекенсене мухтарӗ, çӗнтерӳçӗсенчен экологи катастрофи пулнă Хура тинӗс çыранне тасатма кайнисем те пурри çинчен каларӗ. 

«Будет чисто» юхăмăн пӗрремӗш юбилей – 10 çул тултарчӗ вăл, пӗрремӗш хут çӗнтерӳçӗсене ТР Патшалăх Канашӗнче чысларӗç. 2015 çултанпа 10 пин ытла шкул ачине, вăтам профессиллӗ пӗлӳ паракан заведенисенче вӗренекенсене тата аслă шкулсенчи студентсене пӗрлештерет вăл.

Азат Хамаев экологи ыйтăвӗсем халăха хумхантарни пирки иккӗленмест. Анчах çутçанталăк тасалăхӗ çинчен пыракан ыйтăва татса пама ку çителӗксӗр тесе шутлать. Çуралса ӳснӗ тавралăха упрама ачаран вӗрентмелли çинчен астутарчӗ Азат Киямович. «Тасатакан çӗрте мар, çӳплемен çӗрте тирпейлӗ», – хушса хучӗ ваттисен сăмахне.  

Комитет ертӳçин шухăшне пӗлнӗнех, çӗнтерӳçӗ-проектсем шкул ачисен тавракурăмӗ çине витӗм кӳрессипе çыхăннă. Кашни проектăн авторӗсем шкул ачисемпе ирттернӗ ӗçсем çинчен хавхаланса каласа пачӗç. Пӗрре усă курнă савăтсенчен, хутаçсенчен тепре усă курма юрăхлă илемлӗ япаласем тăвассипе мастер-классем, вăйăсем ирттерни ачасен кăмăлне кайнă çеç мар, малашне çак енӗпе ӗçлеме кăсăклантарнă. 

Нурлат районӗнчи Якуркел шкулӗнче «ЭкоКласс» кружока ертсе пыракан Евгения Александровна Зайцева çӗнтерӳçӗсен йышӗнче. Унăн девизӗ – хăвна улăштарса планетăна упра. Шкул çумӗнчи çуллахи лагерьте ачасемпе ирттернӗ мероприятисем çинчен каласа пачӗ. Ку опыта ӳлӗм республикăри лагерьсенче усă курмаллине асăрхарӗç спикерсем. 

Çӗпрелӗнчи Отрасль технологийӗсен техникумӗнчи «ЭкоДесант» ушкăнăн  программи те интереслӗ. Ун çинчен ертӳçи Светлана Владимировна Михайлова каласа пачӗ. Çӗпрелсем проекта техникумра вӗренекенсемпе çеç мар, Алешкин Саплăкри вăтам шкулта вӗренекенсемпе те пурнăçланă.

Çӗнтерӳçӗсене Тав хучӗсемпе, парнесемпе чысларӗç, асăнмалăх сăн ӳкерӗнчӗç. 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Сăнӳкерчӗксем gossov.tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: конкурс экология госсовет рт