Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çамрăк поварсен турнирӗ

KaznForum — 2024 кăçал çамрăк поварсен Юнус Ахметзянов ячӗллӗ халăхсем хушшинчи турнирӗпе те асра юлӗ. Ислам тӗнчин 15 çӗршывӗн 100 çамрăк поварӗ май уйăхӗн 15-17-мӗшӗсенче хăй ăсталăхне кăтартса ăмăртать. ТР рестораторӗсемпе отельерӗсен ассоциацийӗн президенчӗ Зуфар Гаязов пӗлтернӗ тăрăх, кăçал турнирăн йӗркелӳçи — Тутарстан. Пирӗн поварсен команди Раççей чысне хӳтӗлет. Çавăнпа кунта тутар наци апачӗ паллă вырăн йышăнать. Кăмăл пуррисем наци апатне тӳлевсӗрех тутанса пăхнисӗр пуçне ӗçпăçмак (треугольник) пӗçерме те вӗренме пултараççӗ. Поварсем мастер-класс йӗркеленӗ.

Турнир хăнисем валли ятарлă бокссемпе фуд-зонăсем хатӗрленӗ. Унта ирхине 11 сехетрен пуçласа 16 сехетчен Азербайджан, Малайзи, Кыргызстан, Египет, Алжир, Тунис тата Марокко, ытти çӗршывсен çамрăк поварӗсем хăйсен наци апачӗпе сăйлаççӗ. Кунсăр пуçне хăнасем тӗрӗс апатлану çинчен лекци те итлеме пултараççӗ.

 Турнира 25 çула çитмен поварсем хутшăнчӗç. Вӗсен вырăнти продуктсенчен 3 тӗрлӗ апат ( закуска, вӗри апат тата десерт) хатӗрлемелле. Шăпах çак продукт конкурсант çӗршывӗн культурипе паллаштармалла та. Кашни финалист çумне форума хутшăнакан çӗршывсен паллă та ăста шеф-маçтăрне çирӗплетнӗ. Шăпах вăл апата финал валли мӗнле лайăх хатӗрлемеллине ăнлантарать. Апат пахалăхне сумлă жюри хаклать. Чи нумай балл пухни Гран-прие тивӗçет. Сăмах май, выляса янисем çук кунта. Кашни мӗнле-тӗр номинацие тивӗçет. Финалист хăйӗн командипе хăй апатне хатӗрлет. Ăна хăнасем тутанса пăхма пултараççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев