Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çамрăк тус, «АТАЛАН МУЧИ!» конкурс пуçланать!

1-мӗш вырăна çӗнсе илнӗ чи пултаруллă вӗренекене (е вӗренекенсен ушкăнне) Аталан Мучипе Аталан пикисем шкула хăнана килсе парне параççӗ. Ӗçсене декабрӗн 18-мĕшĕччен йышăнатпăр.

Хисеплӗ туссем, шкулта вĕренекенсем!!!  Эпир, Тутарстанри чăваш çамрăкӗсен «Аталан» ушкăнӗ,  Çӗнӗ çула халалласа  «Аталан Мучи!» республика конкурсӗ пуçланнине пӗлтеретпӗр.   

Тӗп услови: Вĕренекен (е вĕренекенсен ушкăнĕ) пултарулăх номерӗ (юрă, сăвă, ташӑ, инсценировка) хатĕрлесе лайăх та паха видео ӳкĕрсе «Аталанăн» электронлă почти  info.atalan@gmail.com çине ярса памалла е социаллă сетьсенче #аталанмучи хештэг лартса кăлармалла.

Пултарулăх номерĕ валли çак темăсенчен пӗрне суйласа илмелле:

1) «Чăваш халапĕсем, йăла-йĕркисем асра юлаççē»

2) «Чăвашсен Çĕнĕ çулĕ тата унăн уйрăмлăхĕсем»

3) «Аталан» –  çамрăксен ушкăнĕ манăн шкулта»

Конкурсантсен пултарулăхне  I, II, III вырăн парса хаклатпăр. 1-мӗш вырăна çӗнсе илнӗ чи пултаруллă  вӗренекене (е вӗренекенсен ушкăнне) «Аталан Мучипе» Аталан пикисем шкула хăнана килсе парне параççӗ (парне фончӗ – 15000 тенкӗ).

Видеона декабрӗн 18-мĕшĕччен ярса памалла. Çĕнтерӳçĕсем 20-мĕшĕнче паллă пулаççӗ!

Ăнăçу сунатпăр! (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).

#аталан #школа_аталан #чуваши #чнка #аталан_форум #чувашиказани #чӑвашсем #школы_рт #республикататарстан

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: конкурс