Çамрăк вӗрентекенсене пулăшмалли мерăсене анлăлатнă
Кăçал Хусанти шкулсемпе ытти вӗренӳ учрежденийӗсене 460 çамрăк педагог ӗçлеме килнӗ, унчченхинчен 81 çын нумайрах. Халӗ хулари вӗрентӳ тытăмӗнче 35 çула çитмен 1209 специалист ӗçлет. Кун пирки ТР Вӗрентӳпе наука министерствин пресс-служби пӗлтерет.
Юлашки пилӗк çул хушшинче Тутарстанăн тӗп хулинчи вӗренӳ заведенийӗсене икӗ пине яхăн çамрăк специалист ӗçе вырнаçнă. Вӗсен тӳпи пур преподавательсен хушшинче 29 процентпа танлашать. Хулари вӗрентӳ управленийӗ пӗлтернӗ тăрăх, ку Раççейри вăтам шайран (22,6 процентпа танлашать) чылай çӳллӗрех.
Хусанта çамрăк педагогсем валли ятарлă пулăшу программи ӗçлет. 2025 çулхи сентябрь уйăхӗнчен пуçласа ӗçе вырнаçнă хыççăн виçӗ çул хушши вӗсене уйăхсерен 10 пин тенкӗ хушса тӳлеççӗ. Унсăр пуçне Хусан мэрӗн вӗренӳ тата професси аталанăвӗ валли грант та илме май пур. Кашни çул 50 яхăн çамрăк специалист 30-шар пин тенкӗ илет.
Пулăшу мерисем çурт-йӗр ыйтăвне те татса пама пулăшать. Çамрăк вӗрентекенсене хваттер тара тытма уйăхсерен 20 пин тенкӗ параççӗ. Çавăн пекех палăртнă категорири 300 педагог пурăнмалли çурт-йӗр условийӗсене лайăхлатма пӗр миллион тенкӗлӗх сертификат илӗ. Хальхи вăхăтра кирлӗ уйрăм предметсене вӗрентекенсен списокне йӗркелеççӗ.
«Наш новый учитель» республика грантне илекенсем валли те хушма тӳлевсем пăхса хăварнă. Вӗсем виçӗ вӗренӳ çулӗ вăхăтӗнче уйăхсерен 10-шар пин тенкӗ хушма тӗлев илӗç. Ăна 35 çулчченхи, виçӗ çултан ытла мар стажлă педагогсем илме пултараççӗ. Тӗп услови – ТР Вӗрентӳпе наука министерствин шкулӗнче ӗçлемелле.
Сăнӳкерчӗк mon.tatarstan.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев