Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çамрăксем валли иртекен тӳрӗ эфир

Паян, мартăн 11-мӗшӗнче, ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерстви федераллă грантсем тата Росмолодежь ирттерекен форумсем çинчен каласа парас тӗллевпе тӳрӗ эфир ирттерет. Кун пирки ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствин пресс-служби пӗлтерет.

Трансляцие хутшăнакансене «Росмолодежь.Гранты 1 сезон» конкурс пуçланни çинчен, заявка мӗнле памалли çинчен тата çамрăксен проекчӗсене пурнăçа кӗртме пулăшакан грантсем çинчен каласа парӗç. Çамрăксен валли майсем туса парасси «Молодежь и дети» наци проекчӗн тӗллевӗсемпе килӗшсе тăрать.

Тӳрӗ эфир 15:00 сехетре пуçланать. Унăн модераторӗ – «Татарстан – территория возможностей» АНО ертӳçи Камол Бобохонов. Спикерсем –  ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Азат Кадыров, «Росмолодежь.Гранты» амбассадорӗ Регина Шигапова, грант конкурсӗн эксперчӗ Екатерина Сенченкова, «Росмолодежь» грант конкурсӗн çӗнтерӳçи Руслан Мисбахов.

Тӳрӗ эфир вăхăтӗнче Азат Кадыров Тутарстан çамрăкӗсем 2025 çулта федераллă грант конкурсӗсене хутшăнни, патшалăхран пулăшу илме мӗнле майсем пурри тата Росмолодежь йӗркеленӗ мероприятисене мӗнле лекмелли çинчен каласа парӗ. Хутшăнакансене «Росмолодежь.Гранты1 сезон» конкурс пуçланни, проектсене хакламалли критерийсем тата заявкăсене хатӗрленӗ чухне чи анлă сарăлнă йăнăшсем çинчен пӗлтерӗç. Грант конкурсӗн çӗнтерӳçи хăйӗн опычӗпе паллаштарӗ, социаллă проектсен пуçаруллă авторӗсене канаш парӗ. Эфир шайӗнче Росмолодежь ирттерекен форумсем çинчен те каласа парӗç.

Трансляци пăхакансем тӳрӗ эфир вăхăтӗнче комментарисенче спикерсене ыйтусем пама пултараççӗ.

Сăнӳкерчӗк  minmol.tatarstan.ru сайтран. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #МолодёжьРТ