Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çамрăксем вăрçăра вилнисне асăнса акци ирттерӗç

Июнӗн 21-мӗшӗнче 21:00 сехетре Хусанти Çӗнтерӳ паркӗнче «Молодая Гвардия Единой России» общество организацийӗ тата партин регионти уйрăмӗ халăхсем хушшинчи «Вăрçăн вутлă ӳкерчӗкӗсем» акцие ирттерет. Акци мӗн пур паттăр-хуласенче, çар мухтавӗн тата ӗç мухтавӗн хулисенче Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçинче пуçӗсене хунă салтаксене асăнса иртӗ.

Хусанта «Колхозник Татарии» тесе çырнă Т-34 танк ӳкерчӗкне çунакан çуртасенчен тăвӗç. Акци валли 25 пин çуртапа усă курӗç. 
1942 çулта кӗркунне Саба районӗн çамрăкӗсен пуçарăвӗпе Тутарстанри ял районӗсенче танк колонни валли укçа-тенкӗ пуçтарма тытăннă. Пурӗ ял ӗçченӗсем «Колхозник Татарии» колонна валли 100 миллион тенкӗ пуçтарнă. 1943 çулхи майăн 5-мӗшӗнче 200 Т-34 танкран тăракан колоннăна ТАССР делегацийӗ 10-мӗш танк корпусне панă.  
Çамрăксен акцийӗ пуçланиччен Хусан патшалăх энергетика университетӗнчи студент клубӗн артисчӗсем хăйсен пултарулăхне кăтартӗç. Унтан мероприятие хутшăнакансем умӗнче ятарлă çар операцине хутшăнакан Руслан Бикбулатов сăмах калӗ. 
Çуртасене çутнă хыççăн акцие хутшăнакансем вăрçăра вилнисене асăнса пӗр минут шăп тăрӗç. 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев