Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çамрăксен дипломатийӗн форумӗ

Халăхсем хушшинчи экономика форумӗ пултаруллă çамрăк специалистсемшӗн малашлăх алăкӗ. Ун хӳттинче çамрăксемпе çыхăннă икӗ форум ӗçлет. Пӗри — çамрăк дипломатсен форумӗ. Ăна Раççейӗн Ют çӗршыв ӗçӗсен министерствин (МИД) çамрăксен канашӗ, ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерстви тата Çамрăксен дипломатийӗн академийӗ йркеленӗ.

Форумăн тӗллевӗ — туслă çыхăнусем йӗркелесси, çӗршывсемпе ӗçлеме вӗренесси. Пӗлтӗр, тӗслӗхрен, форум пулăшнипе Тутарстан çамрăкӗсем дипломатсен ӗçӗпе Мускаврах паллашнă. Кăçал та кун пек практика пулать. Унта кăçал 45 çӗршывăн çамрăк дипломачӗ хутшăнать. Çак çамрăксенчен пуртех мар пулсан та, хăшӗ-пӗри малашне хăй çӗршывӗн паллă дипломачӗ пулса тăратех. Апла-тăк, Раççейӗн малашне вӗсемпе тӳрремӗнех ӗçлеме тивет. Лайăх пӗлекен дипломатпа ку ӗçе тумашкăн çăмăлрах. 

Кăçалхи темăсем – нумай полярлă тӗнчен тата технологин дипломатийӗсем. Мӗншӗн тесене наукăпа технологи çӗршыв аталанăвӗн прогресӗ çине витӗм парать. Çак енӗпе хăй çӗршывне диломати майӗпе мӗнле кăтартмаллине сӳтсе яврӗç. Çамрăксен дипломатийӗн форумне çулсерен РФ ют çӗршыв ӗçӗсен министрӗн ӗртӳçи С. В. Лавров тӗрев парать. Кăçал форума ют çӗршывсен эксперчӗмсем ОИС çӗршывӗсен ют çӗршыв, çамрăксен ӗçӗсен тата вӗрентӳ министрӗсем хутшăнаççӗ. 
 
Пултаруллă çамрăксене дипломатсен йышне илесси экономика форумӗн çӗрипленнӗ йăли. Кăçал йыша тепӗр 5 — 20 çамрăк хушăнать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество