Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çамрăксен фестивальне хутшăнма регистраци пырать

35 çула çитмен çамрăксене Халăхсен хушшинчи çамрăксен фестивальне (МФМ-2026) хутшăнма чӗнеççӗ. Заявка йышăнас кампани февралӗн 5-мӗшӗнче «Россия» Наци центрӗнче «Знание» обществăн «Россия – семья семей» марафонӗ вăхăтӗнче пуçланнă. Кун пирки ТР çамрăксен ӗçӗсен министерствин пресс-служби пӗлтерет.

Фестиваль сентябрӗн 11–17-мӗшӗсенче Екатеринбургра иртет. Вăл 100 ытла çӗршывран 10 пин çамрăк лидера пӗрлештерет. Мероприятие хутшăнма апрелӗн 30-мӗшӗччен wyffest.com сайтра регистраци иртмелле.

Халăхсен хушшинчи çамрăксен фестивальне 35 çула çитмен 5 пин Раççей çынни тата 5 пин ют çӗршывран килнисем хутшăнӗç, çав шутра 14-17 çулсенчисем (500-шӗ Раççейрен, 500-шӗ ют çӗршывран). Тӗп программа хыççăн ют çӗршывран килнӗ  1 пин çамрăк Раççей тата Абхази регионӗсене çитсе паллă вырăнсемпе тата тӗрлӗ халăхсемпе  паллашӗç, экспедицисене хутшăнӗç, çӗршывăн технологи çитӗнӗвӗсене курӗç, çавăн пекех Раççейӗн историпе культура еткерлӗхӗ тата çӗр-çӗр халăхăн ӗмӗртен пыракан пӗрлӗхӗ çинчен ытларах пӗлӗç.

Фестивале ирттерме  Раççейрен 2 пин доброволец хутшăнасси паллă. Вӗсем 17 енпе – логистикăпа аккредитацирен пуçласа делегацисене ăсатасси тата контент тăвасси таран – ӗçлӗç. Тӗп программа хыççăн доброволецсем ют çӗршыв делегацийӗсемпе регионти экспедицисене те хутшăнӗç. Кандитатсен 16 çултан аслăрах, волонтер ӗçӗнче опыт пулмалла, ют чӗлхесене тата командăра ӗçлеме пӗлмелле. Фестивале волонтер пек хутшăнас тесен март уйăхӗн 31-мӗшӗччен Добро.рф сайтра регистраци иртмелле.

ТР çамрăксен ӗçӗсен министерствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #МолодёжьРТ МФМ-2026