Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăн пулни. Е шутласа кăларни?

Паллă романист, детектив Евгений Сухов юнкун хăйӗн виçӗ кӗнекерен тăракан романӗпе журналистсене паллаштарчӗ

Паллă романист, детектив Евгений Сухов юнкун хăйӗн виçӗ кӗнекерен тăракан романӗпе журналистсене паллаштарчӗ

«Татар-информ» информаци агентствинче «Скитания чудотворной иконы Божией матери» виçӗ томран тăракан — «Скитания чудотворной. Кража Казанской», «Скитания чудотворной. Тайна Ватикана» тата «Скитания чудотворной. Возвращение явленной» —романăн хăтлавӗ иртрӗ. Кӗнекене «Наука» издательство 3000 пин экземплярпа пичетлесе кăларнă. Унăн жанрне историлле детектив тесе палăртнă. 


Кӗнекене Раççей Ӳнер академийӗн действительнăй пайташӗ, РФ тава тивӗçлӗ художникӗ, ТР искусствăсен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Ильяс Айдаров илемлетнӗ. Ӳнерçӗ романа кăсăкланса вуланине, ӳкерчӗксем тума çăмăл пулнине каласа пачӗ. Халиччен вăл «Огонек», «Смена», «Вокруг света» журналсене илемлетнӗ, А. Дюма кӗнекисем валли иллюстрацисем хатӗрленӗ. И. Айдаров архитектор пӗлӗвне илнӗ çавăнпа та пулӗ, геройсене историллӗ çуртсен умӗнче ӳкерме кăмăллă пулнине каласа пачӗ ӳнерçӗ.


Виçӗ кӗнекерен тăракан роман авторӗ Евгений Сухов Потсдамра (Германи) çуралнă, Хусанти патшалăх университетӗнче геолог пӗлӗвне илнӗ. Вăл çырнă романсем шучӗпе çӗре те çитнӗ, 23 çулта çырма пуçланă вăл. Ачаран историпе интересленекенскер, хайлавӗсем те историри ӗçсемпе, çынсемпе çыхăннă. Паянхи куна 70 историллӗ роман çырни çинчен калать автор. «Алмазы Сталина» романӗ тăрăх кино та ӳкернӗ. «Следствие вели...» документальнăй фильмсен серине те аса илме пулать. Вăрлани, çаратни çинчен калакан романсене çырасси Евгений Суховран пуçланнă текенсем те пур. Авă, Турă Амăшӗн Хусанти турăшӗн историӗнче те çаратусăр пулман — XX ӗмӗр пуçламăшӗнче Хусанти турăша вăрланă. 


Раççее йывăр вăхăтра яланах пулăшнă Турă Амăшӗн Хусанти турăшӗ 1579 çулта Хусанта курăннине пӗлетпӗр эпир. Историлле детективсен авторӗ унăн Хусанта курăничченхи шăпине йӗрлесе тупма тăрăшнă имӗш — ăçтан, мӗнле килсе лекнӗ Хусана? Чăн историпе çыхăннă пулин те илемлӗ литература хайлавне çырнипе-тӗр, автор хăйӗн шухăшӗсене ирӗке яни курăнать. Тӗслӗхрен, турăш тăхăр ӗмӗр аслăрах имӗш. Кӗнеке тăрăх турăша Византири ăста VII ӗмӗрте çырнă. 


«Ку кӗнекене эпӗ 2021 çулта çырма пуçларăм. Виçӗ томран пӗрремӗшӗнче турăша хăçан çырни çинчен каласа кăтартнă. 
Аçа çапса çунтарнă йывăç кăкăр ачи тытнă хӗрарăма аса илтернине çав тӗлтен иртсе пыракан тӗн çыннисем асăрханă, кайран çак йывăçран Турă Амăшӗн турăшне касса кăларнă. Çапла пуçланать кӗнеке», — каласа парать автор. 


Кӗнекен 2-мӗш томне турăша çӗршывран çӗршыва куçарса çӳресе Хусана илсе çитерни çинчен каласа парать. 
3-мӗш томӗнче Евгений Евгеньевич паянхи ӗçсене сăнлать, турăша Ватиканран Хусана тавăрни çинче чарăнса тăрать. Кунта вăл пулассине пӗлсе тăнă Фатима çинчен каланисемпе те усă курнă. Фатима ӳлӗм мӗн пулассине каласа хăварнисене пурне те халăха уçман, Евгений Сухов çак вăрттăнлăхсенчен пӗри Турă Амăшӗн Хусан турăшне Хусана тавăрмалли çинчен каланă тесе шутлать. Турăш илме килнӗ çынна памасан Çӗр-планета инкеке лекет, парсан — папа вилет. Çакăн пек сюжет йӗрӗ. 


Пресс-конференцие Хусанти епархирен миссионерсен уйрăмӗн ертӳçине Александр Ермолина чӗннӗ. Вăл кӗнекен 1 тата 2-мӗш томӗсем çинчен хăйӗн шухăшӗсене каларӗ. Чăннипе, автор Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн историне историре пулнинчен улăштарса çырни пирки ӳпкелешрӗ, Хусанта турăш 1579 çулта тӗлӗнмелле майпа курăннине автор туртса пăрахать тесе пӗтӗмлетрӗ вăл хăйӗн сăмахне. «Гермоген (Хусан Митрополичӗ, каярах Мускав тата Руç Патриархӗ — Т. В.) çырнине автор хирӗçлет пулса тухать, историе кӗрсе юлнă чăнлăха», — тесе тӗлӗннине пытармарӗ А. Ермолин иерей. Роман Турă Амăшӗн Хусан турăшӗпе çыхăнман тесе шутлать вăл, историлле детектив, фантази тесе палăртать унăн жанрне. 


Евгений Сухов турăшăн историйӗ вырăн-вырăнпа татăлнине, çавăнпа çыравçă фантазийӗпе усă курма тивни çинчен пытармар. 3 томлă кӗнеке наука тӗпчевӗ, монографи маррине аса илтерчӗ. Илемлӗ литературăра хăш-пӗр самантсене ирӗклӗн ăнлантарни историе хирӗçлени пулмасть тесе шутлать вăл.


 Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество