Çанталăк ăшăтнăранпа Тутарстанра 4 ача чӳречерен ӳкнӗ
Тухтăрсем пӗчӗк ачасен ашшӗ-амăшӗсене тимлӗ пулма ыйтаççӗ. Мӗншӗн тесен кăçал республикăра ачасем москит сетки çине таянса уçă чӳречерен тухса ӳкнӗ тăватă тӗслӗх палăрма та ӗлкӗрнӗ.
Уçă чӳрече хăрушлăхӗ пирки медицина, МЧС ӗçченӗсем тата ТР Ача прависен енӗпе уполномоченнăйӗсем çине-çинех асăрхаттарсан та, илтмӗш тăвакан ашшӗ-амăшӗсем пур-ха. 2025 çулта апрель-май уйăхӗсенче виçӗ ача чӳречерен ӳкнӗ пулсан, кăçал çак вăхăтра – тăваттăн. Шел, нумай чухне кун пек инкекре ача йывăр сурансене пула вилет е ӗмӗрлӗхе инвалид пулса юлать.
МЧС кун пек инкек ан пултăр тесен çакна асра тытмаллине асăрхаттарать:
*Пӳлӗме уçăлтарма чӳрече уçсан ачана пӗр минута та куçран вӗçертмелле мар;
*Чӳречене ытла пысăк уçăлса кайма чăрмантаракан ятарлă хатӗрсем (ограничитель) лартăр;
*Пӗчӗк ача чӳречене хăй тӗллӗн ан уçайтăр тесе чӳречесем çине блокиатор туянса лартма укçа ан хӗрхенӗр.
*Жалюзи е рулонлă чӳрече каррисемпе усă куратăр-тăк, çакăнса тăракан шнурлисене ан суйлăр – чӳрече сакки çине хăпарса ача унпа чăлханса пăвăнма пултарать.
* Ача чӳрече сакки çине тӳрех хăпарса ан кайтăр тесен чӳрече çывăхӗнчен мӗнпур сӗтел-пукана куçарăр.
*Ачăра чӳречене мӗнле уçмаллине ан кăтартăр. Мӗн чухлӗ каярах хăй тӗллӗн уçма вӗренет, çавăн чухлӗ хăрушсăрлăхра пулать.
*Ура айне пукан тавраш хурса чӳречерен е балконран пăхма та ан вӗрентӗр – ача ытлашши ӳпӗнсе чӳречерен тухса ӳкме пултарать.
*Ача 5-7-ре те килте пӗччен юлма хăрать-тӗк – ан хăварăр. Хăранипе ашшӗ-амăшне кӗтсе чӳречене е балкона уçса пăхма хăтланать вăл.
*Чӳречене уçнă пӳлӗмре ачана пӗр минута та хăйне кăна ан хăварăр.
*Ачана чӳрече сакки вылямалли вырăн маррине ăнлантарăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев