Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Çапăçусене хутшăннă ветеран» удостоверение кама параççӗ?

«Ветеран» статуса СВО салтакӗсем служба вăхăтӗнчех илме пултараççӗ. Ку йӗрке кадрти çар çыннисене те, мобилизаципе кайнисене те пырса тивет.

«Çапăçусене хутшăннă ветеран» статуспа удостоверение Украинăри ятарлă çар операцине тулли мар мобилизаципе, ятлă батальонсене контрактпа тата хăйсен ирӗкӗпе кайнисем те, çаплах службăран тухнисем те илме пултараççӗ, тесе пӗлтерет «Защитники Отечества» фондăн официаллă сайчӗ.
Кун валли:
 Çарта тăраканнисем çар чаçӗн командирне ыйтса çырмалла.
 Службăран кайнисем удостоверени илме вырăнти çар комиссариатне заявлени тăратмалла.

«Ветеран» статуса СВО салтакӗсем служба вăхăтӗнчех илме пултараççӗ. Ку йӗрке кадрти çар çыннисене те, мобилизаципе кайнисене те пырса тивет.

Çар чаçӗн кадр служби «ветеран» статуса салтак СВОна кайичченех хатӗрлеме тытăнать. Çар çыннинчен кун пек чух рапорт кăна кирлӗ. Удостоверение вăл хăйех е хăй шаннă çынни тесе палăртнă тăванӗ илме пултарать. Анчах, нумай чухне ветеран удостоверенине демобилизациленсен илеççӗ. СВО вăхăтӗнче çар çыннисем икӗ сăлтавпа кăна çартан каяççӗ: çара юрăхлă ӳсӗм çулӗн чиккинчен иртсен тата сывлăха пула.

Хăйсен ирӗкӗпе кайнисен, кадрти çар çыннисемпе танлаштарсан, удостоверени илмешкӗн кăшт кансӗртерех. Вӗсен вырăнти çар комиссариатне заявлени çырмалла тата хăйсен ирӗкӗпе кайнă батальонра (е ушкăнра) çар тивӗçне пурнăçланине (приказри выпискăсем тата ытти) çирӗплетмелле, аманни çинчен документсем тăратмалла. Енчен те кун пек документсем çук-тăк, çар комиссариачӗ çар чаçӗсене запрос ярать, илнӗ хутсене çын хăш регионтан СВОна кайнă çав регионах ярать. Енчен те хутсем йăлтах йӗркеллӗ пулсан, ветеран удостоверенине пӗр çар комиссариатӗнчен теприне яраççӗ.

ЧВК («Вагнер», «Шторм Z», «Редут») салтакӗсем уйрăм категори. «Ветерансем çинчен» Федераллă законпа килӗшӳллӗн, вӗсен те ятарлă çар операцине хутшăнни çинчен удостоверени илме ирӗк пур. Вӗсен докуменчӗсене РФ Оборона министерстви хатӗрлет. Çавăнпа ЧВК салтакӗсем ветеран удостоверенине «Защитники Отечества» фонд урлă кăна илме пултараççӗ. Фондăн Тутарстанри уйрăмӗн ертӳçи Гузель Удачина пӗтӗмпе 211 салтакăн докуменчӗсене ярса панине, вӗсенчен хальлӗхе 13-шӗ ветеран удостоверенине илнине пӗлтернӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Своихнебросаем