Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çарăмсансем сухан кукăлӗ çиме кӗтеççӗ

Августăн 8-мӗшӗнче Çарăмсан районӗнче «Луковая долина» регионсен хушшинчи фестиваль иртет.

Районăн пысăк уявӗсене ирттерекен «Сабантуй» стадионта пулӗ вăл. Фестивале Раççейри  Халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне, Тутарстанри Çарпа ӗç паттăрлăхӗн çулталăкне тата Çарăмсан районӗнчи Туризм çулталăкне халалланă. Хăнасене ал ӗçӗсен, сухан ярмăрккисем, мастер-классем, суханран хатӗрленӗ апат-çимӗç кӗтет. Ачасем валли халăх вăййисене выляттаракан кану зонисем йӗркелӗç.

Фестивальте вокал тата фольклор ăсталăхӗн, авалхи йăла-йӗркесен, «Сухан ăсти» этно-чиперккесен, «Сухан кӗрешӗвӗ» конкурссем ирттерме палăртнă. Хутшăнас текенсен заявкăсене августăн 3-мӗшӗччен ямалла. Фестивалӗн положенийӗпе, конкурссене хутшăнмалли заявкăсен формипе ТР Халăхсен ассамблейин тата Халăхсен Туслăх Çурчӗн порталӗнче  паллашма пулать.

 

В.Александрова сăнӳкерчӗкӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Фестиваль