Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çармăсри тыл ӗçченӗ 92 çул тултарчӗ

Тутарстанра Çарпа ӗç паттăрлăхӗн çулталăкӗнче пурнăçӗпе шăпи çӗршыв историйӗпе тачă çыхăннă çынсене уйрăм тимлӗхпе пăхӗç. Çак тӗллевпе мартăн 2-мӗшӗнче Теччӗ районӗнчи Çармăс ялӗнче пурăнакан Надежда Дмитриевна Марцевăна 97 çул тултарнă ятпа саламларăмăр. Надежда Дмитриевна – вӑрçӑ ачи, тыл ӗçченӗ, ӗç ветеранӗ, тӗлӗнмелле ырӑ та вӑйлӑ çын! Ялта ăна пурте Няти аппа тесе чӗнеççӗ.

Çак кун Надежда Дмитриевнăна саламлама тăванӗсемпе çывӑх çыннисемсӗр пуçне, официаллӑ хăнасем те çитрӗç.  Ял хутлăхӗн представителӗсем Раççей Президенчӗн Владимир Путинӑн тата район администраци пуçлӑхӗн Рамис Сафиулловӑн асӑнмалӑх парнисемпе салам открыткисене çитерчӗç. Çамрӑклӑхӗ вӑрçӑ тата вӑрçӑ хыççӑнхи йывӑр çулсенче пулнӑ хӗрарӑмшӑн кун пек тимлӗх – çӗршыв тата ентешсем хисеплени, тав туни – питӗ пӗлтерӗшлӗ пулчӗ.

Надежда Дмитриевна хӑйӗн пурнӑçӗ çинчен каласа пачӗ.  Вăл 1929 çулхи пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Çармăс ялӗнче нумай ачаллӑ çемьере çуралнӑ. 4 класс пӗтернӗ хыççăн, 12 çултах колхозра ӗçлеме пуçланӑ. Анчах чи йывӑр вӑхӑт – вӑрман хатӗрленӗ вăхăтсем пулнă уншăн. Вăл вăхăтра 12 çултан пуçласа çул çитменнисен ӗç кунӗ палăртнă чухлӗ пулмалла пулнӑ. Хӗрарӑмсемпе ачасем алӑпа вӑрман каснă. Йывăçа хӑмасенчен е пӑртан тунӑ ятарлӑ çулсемпе вăрмантан лашасемпе турттарнă. Çынсем час-часах выçӑ, япӑх тумланнипе ӗçлеме питӗ йывӑр пулнă, уйрӑмах вӑрманта.

Вӑрçӑ хыççӑн Надежда Дмитриевна  качча тухнӑ, пилӗк ача çуратса ӳстернӗ. Ӗмӗр тӑршшӗпех колхозра ӗçленӗ.

Çулӗсене тата çӑмӑл мар шӑпине пӑхмасӑр Няти аппа ырӑ кăмăллă, тараватлă, çынна пулăшма хатӗр çын. Вӑл эпӗ илсе килнӗ çӗнӗ журналсемпе те хаваспах паллашрӗ.

Юратнă Няти аппана çуралнă кунпа саламласа çирӗп сывлӑх, чун ӑшши, тӑванӗсемпе çывӑх çыннисен тимлӗхне тата вӑрӑм кун-çул сунатпăр!

Лидия КАРАЕВА,

библиотекарь.

Çармăс ялӗ.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Тетюшский район труженицы тыла 2026 – Год воинской и трудовой доблести в Татарстане работники тыла