Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ÇАРТА ПУЛНИСЕНЕ ТЕ, ÇЕМЙИСЕНЕ ТЕ ПУЛĂШАТПĂР

ТР ӗç, ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗн çумӗ Наталья Бутаева çар çыннисен çемйисене республика бюджетӗнчен тӳлекен укçа-тенкӗ çинчен каласа пачӗ октябрӗн 16-мӗшӗнче «Татар-информ» ИА ирттернӗ пресс-конференцире.

 ТР ӗç, ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗн çумӗ Наталья Бутаева çар çыннисен çемйисене республика бюджетӗнчен тӳлекен укçа-тенкӗ çинчен каласа пачӗ октябрӗн 16-мӗшӗнче «Татар-информ» ИА  ирттернӗ пресс-конференцире. 

Тӳлевсем темиçе категорие пайланаççӗ. Пӗрремӗш – çапăçусенче пулнă ветерансемпе  çапăçу хирӗнче паттăрла пуç хунисен çемйисене уйăхсерен тӳлекен укçа. Çӗнӗ территорисенче хӗсмет иртекенсене 6896 тенкӗ тӳлеççӗ.

 Ятарлă çар операцийӗнче вилнин хăй тӗллӗн ӗçлесе пурăнайман тăванӗ уйăхне 2125,80 тенкӗ илет. 

Иккӗмӗш категори – Раççей Геройӗн тăлăха юлнă арăмӗпе ачисене уйăхсерен 83496,41 тенкӗ тӳлесе тăраççӗ. 

Ятарлă çар операцийӗнче пуç хунисен çемйисене республика хушса тӳлет – 2 миллион тенкӗ. Ку тӳлев Тутарстанра çуралнă, пурăннă (мӗн чухлӗ пурăнни пӗлтерӗшлех мар) çыннăн çемйине тивӗçет. Çавăн пекех Тутарстан масарне пытарнисен çемйисене те параççӗ ку укçана. 

2023 çултан тата тепӗр пулăшу пама пуçланă çемьесене. СВОна хутшăнакан регистрацире тăракан çурт патне газ çитернӗшӗн пӗр кил хуçалăхне 100 пин тенкӗлӗх компенсаци параççӗ. 

Ашшӗ ятарлă çар операцийӗнче пулнă вăхăтра çуралнă ачасене комплект парнелеççӗ, çемье тупăшне шута илмесӗр. Çар çыннисен çемйисенчи пенсионерсене санаторипе курорт сиплевӗпе черетсӗр тивӗçтереççӗ. СВОран таврăннисем тӳлевсӗр вӗренсе професси илме пултараççӗ.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА, авторӗ М.Захаров.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Своих не бросаем