Чăван Енре çуралса ӳснӗ Евгений Александров «Раççей Геройӗ» ята илме тивӗçнӗ
Ятарлă çар операцийӗнче паттăрлăх кăтартнă Евгений Александрова вилнӗ хыççăн Раççей Геройӗ медальпе чысланă. Ылтăн Çăлтăрпа Раççей Президенчӗн Хисеп хутне июлӗн 2-мӗшӗнче Çӗрпӳ хулинче унăн ашшӗ-амăшне Сывлăш десант çарӗсен командующийӗн тивӗçне вăхăтлăх пурнăçлакан Сергей Чубарыкин тата Чăваш Ен Пуçлăхӗ Олег Николаев панă.
Сывлăш десант çарӗн 217-мӗш гварди полкӗнче тăракан Евгений Александров ятарлă çар операцине 2022 çулта ноябрь уйăхӗнче кайнă. Унччен Сири Республикинче пулнă.
Евгенийӗн пурнăçӗ 2023 çулта октябрӗн 20-мӗшӗнче татăлнă. Салтаксен Берховски шыв управăшӗ тăрăхӗнчи Украина çарӗсен пункчӗсене илмелле пулнă. Командир аманнă хыççăн гварди сержанчӗ Евгений Александров ушкăна çапăçăва ертсе каяссине хăй çине илнипе командовани лартнă тӗллев ăнăçлă пурнăçланнă. Çак çапăçура паттăрлăх кăтартнăшăн Евгений Александров Раççей Геройӗ ята илме тивӗçнӗ.
Чăваш Ен Пуçлăхӗ Олег Николаев паттăр ывăл çитӗнтернӗшӗн Сергей Николаевичпа Алина Николаевна Александровсене тав тунă. Çывăх вăхăтра хулари шкулпа урама Раççей Геройӗ Евгений Александров ятне парассине пӗлтернӗ.
«ХЫПАР-ВЕСТИ ЧУВАШИИ» телеграмм-каналтан илнӗ сăнӳкерчӗксем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев