Çăварнине чăвашла та ăсатма пулать
Юлашкинчен «Хӗл карчăкне» çуртарса ятăмăр та кăвайт урлă сикрӗмӗр
Пирӗн ялта çак уява питӗ юратаççӗ. Каçармалли вырсарникун вара, мартăн 14-мӗшӗнче, ялăн тӗп вырăнӗнче нумай çын пухăнать. Хальхинче те урамри юрă сасси çынсене çуркунне çитнине уявлама йыхăрчӗ. Кунта ача-пăча кулли, кӳлнӗ лашан шăнкăравӗсем тата хаваслă кăмăл-туйăм.
Ялта пурăнакансемпе вӗсен хăнисем сăмавартан чей ӗçсе пылпа вӗри икерчӗ çирӗç. Вăл кăна та мар, ял-йыш тӗрлӗрен варенисем, пылаксем хатӗрлесе килнӗ. Кăвайт çинче аш ăшалакан та пур, плов пӗçерекен те.
Çурхи уява асаннесем пехил панинчен пуçларăмăр. Йăла тăрăх, вӗсем Турăран пуян тырпул ыйтаççӗ, унка тăрса Çăварни юррисене юрлаççӗ.
Пухăннисене Элмет районӗнчи Сиреньел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Дмитрий Севастьянов саламларӗ. Вăл ялти спортсменсене те мухтарӗ. Сиреньелсем Элмет районӗнчи муниципаллă спартакиадăра иккӗмӗш вырăн йышăннă!
Малалла тӗрлӗрен ăмăртусем, вăйă, юрă-ташă пулчӗ.
Юлашкинчен «Хӗл карчăкне» çуртарса ятăмăр та кăвайт урлă сикрӗмӗр.
Елена Тихонова. Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев