Чăваш çамрăкӗсем Ар масарӗнче Ашмаринпа Никольские асăнса чечексем хучӗç
Паян, майăн 17-мӗшӗнче, Тутарстан Халăхсен Çамрăксен ассамблейине кӗрекен Чăваш çамрăкӗсен «Аталан» пӗрлешӗвӗн Раççей шайӗнчи форумӗ пуçланчӗ. Ăна вӗсем чăваш халăхӗн пултаруллă çыннисем умӗнче пуç тайнинчен пуçларӗç.
Паян, майăн 17-мӗшӗнче, Тутарстан Халăхсен Çамрăксен ассамблейине кӗрекен Чăваш çамрăкӗсен «Аталан» пӗрлешӗвӗн Раççей шайӗнчи форумӗ пуçланчӗ.
Унта Тутарстанри районсемсӗр пуçне чăвашсем йышлă пурăнакан ытти регионсенчен, Мускав хулинчен пултаруллă чăваш çамрăкӗсем пуçтарăнчӗç.
Форума пуçличчен çамрăксем Ар масарне пытарнă Н. И. Ашмарин, Н. В. Никольский вилтăприйӗсем çине чечек хурса чăваш халăх аталанăвӗшӗн пысăк ӗçсем тунă паллă чăвашсене сума суса тав тунинчен пуçларӗç.
Ку мероприятие ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, паллă писатель Евгений Турхан, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ, Тутарстанри Чăваш çыравçисен союзӗн председателӗ Ирина Трифонова, «Сувар» хаçат корреспонденчӗ Татьяна Васильева хутшăнчӗç.
Евгений Турхан çамрăксене Ашмаринпа Никольскийӗн пурнăçӗпе, ӗçӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ.
Çамрăксем хăйсен пысăк ӗçне çак сăваплă утăмран пуçлани питӗ те пархатарлă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев