Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш çамрăкӗсем, чăмăртанăр!

Майăн 17 — 19-мӗшӗсенче Хусанта чăваш çамрăкӗсен регионсен хушшинчи форумӗ ӗçлерӗ


Майăн 17 — 19-мӗшӗсенче Хусанта чăваш çамрăкӗсен регионсен хушшинчи форумӗ ӗçлерӗ. Ăна Раççей Чăвашсен федераллă наципе культура автономийӗ, РФ Нацисен ӗçӗсен агентстви, Тутарстан Халăхсен ассамблейи тата Туслăх çурчӗ пулăшнипе ТР ЧНКА йӗркеленӗ. Виçӗ куна тăсăлнă мероприятире нумай интереслӗ ыйтусене сӳтсе явнă, чылай темăна уçăмлатнă. Халиччен пӗр-пӗрне пӗлменскерсем, чăваш блогӗсене вуласах тăнă-ха, куçран куç Хусанта форумра тӗл пулчӗç, паллашрӗç. 

«Дуслык» ача-пăча сывату базинче иртрӗ вăл. Раççей Федерацийӗн 10 регионӗнчен — Мускавран, Тутарстанран, Чăваш Республикинчен, Пушкăртстан Республикинчен, Саратов, Ульяновск, Челябинск, Иркутск облаçӗсенчен, Ханты-Манси автономи округӗнчен — 18-35 çулсенчи 60 çын пулчӗ. Чăваш тӗнчинчи паллă блогерсем те хутшăннă: Ксения Кошелева (ЧуВишенка), Константин Доброхотов, Анастасия Сайкова (Ан та кала) тата Тутарстанри чăвашсен пӗрремӗшсенчен пӗри — хӗр-блогар Ксения Романова (Чăваш пики). 

Форум тӗллевӗ — наци политикипе волонтерсен юхăмӗнче пысăк проектсем пурнăçа кӗртме Раççей регионӗсенчи чăваш çамрăкӗсене пӗрлештересси. 
Форума чăваш историне, культурине, аталанăвне пысăк тӳпе кӗртнӗ çынсене сума суса пуç тайнинчен пуçларӗç. 17 томлă чăваш словарьне йӗркелесе кăларнă Николай Иванович Ашмарин, чăвашсен çутта кăлараканне Иван Яковлевич Яковлева пӗрремӗш утăмсенченех пулăшса тӗрев парса пынă Николай Иванович Ильминский тата тӗнчене пӗрремӗш чăваш хаçатне парнеленӗ Николай Васильевич Никольский канлӗх тупнă Ар масарӗнче. «Суварта» нумай çул ӗçленӗ, ТР тата ЧР Писательсен союзӗн пайташӗ, ТР культурин тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Евгений Андреевич Турхан çул кăтартса пычӗ, çак паллă çынсемпе çыхăннă нимӗнле кӗнекере вуласа пӗлме çук историсене каласа пачӗ. Тӗслӗхрен, Николай Ашмарина словарь хатӗрлеме чылай çын пулăшни паллă. Вӗсенчен пӗри Евгений Андреевичăн ашшӗ Энтри Турхан та пулнă. Словарь пухакан кӗнекери сăмаха Энтри Турханран илнине кăтартма манман иккен. Калăн, ку пӗчӗк эпизод çеç, анчах вăл Николай Ашмаринăн чыслăхне туллин кăтартать, вăл йӗркеллӗ çын пулнине темӗн чухлӗ вăхăт иртсен те ăруран ăрăва пӗлтерет.
Çав кун метеорологсем çумăр çăвасса систернӗччӗ, анчах ăна хӗвел анăçалла сулăнсан кӗтме хушнăччӗ. Чăннипе мăнтăр çумăр пӗлӗчӗсем хӗвел сулăнасса пăхмарӗç. Чăваш çамрăкӗсем Ар масарне çула тухсан тумлам хыççăн тумлам ӳкме тытăнчӗ. Форума пуçтарăннисене самаях йӗпетрӗ. Калăн, çапла майпа чăвашсемшӗн тăрăшнă ватăсем пил пачӗç яш-кӗрӗме. 

Форум программи, каларăмăр ӗнтӗ, питӗ пуян пулчӗ. Вӗренӳ семинарӗсем, çавра сӗтелсем, халăх йăлисене упрассипе лекцисем кӗнӗ унта. Вăйăсем, викторинăсем, спортпа кану мероприятийӗсем пӗрин хыççăн тепри улшăнсах тăчӗç. 

Форума йӗркелӳçӗсем çитӗнсе пурнăç опытне пухнă çынсене чӗнни мероприяти авторитетне тата вăйлатрӗ. Лениногорск районӗнчи йывăçран илемлӗ эрешсем касса кăларакан Александр Ванюков тӗлӗнмелле ансат та илӗртӳллӗ каласа пачӗ йывăç вăрттăнлăхӗ çинчен, хатӗрсене алăра мӗнлерех тытмаллине те кăтартрӗ, пӗрремӗш эрешсем тума та хăнăхтарчӗ. Протоиерей Андрей (Зиньков) атте ăс-хакăл пуянлăхӗ çинчен калаçрӗ. Чăваш наци телерадиовӗн ертӳçисем Элтияр (Алексей Александров) тата Эллада Данилова хутшăнчӗç форума. Элтияр ташă картине чӗнчӗ çамрăксене, чăваш ташшин мастер-класне кăтартрӗ. Ульяновск хулинчен килнӗ УОЧНКА пайташӗ Елена Уресметова вӗрӳ-суру чӗлхи çинчен каласа пачӗ. Калăн, авалхи çӳпçерен кăларнă вӗсене. Кӗске вăхăтрах яшсемпе хӗрсем чăваш ташшин хусканăвӗсене вӗренчӗç. 
Кун пек пысăк пӗлтерӗшлӗ мероприятисен, паллах, тӗп тӗллевӗ пур, ун çинчен çыртăмăр ӗнтӗ, анчах вӗсенче шутламан çӗртен варкăш çил илсе килнӗн хушма темăсем «сике-сике» тухаççӗ. Форумра, акă, «Йӗкехӳре шоу» кун курчӗ. Пирӗн социаллă сетьсене çырăннисем курса хаклама ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ ăна. Паллах, ăна ӳкересси пирки малтанах шутламан, анчах блогер-хӗрсем элекçӗсене, «желтая пресса» хыпарӗсене тăрăхласа питӗ кулăшла, никама кӳрентермесӗр форумри «юлашки хыпарсене» пӗлтереççӗ куракана. Чăваш Пики ăна малашне те тытса пырасса шанас килет. 

Ксения Романова, вăлах Чăваш Пики, форум пирки мӗн шутланне пӗлес терӗмӗр — килӗшрӗ-и, унăн ӗç йӗркине урăхларах курать-и, тен, эпир пӗлменнине-курманнине каласа парӗ?

«Форумра мана йăлт килӗшрӗ: интереслӗ программа, чăнкă спикерсем, хутшăнакансем питӗ хастар, вӗсене кăсăклантарман тема çук та тейӗн. 10 регионтан килнӗ чăваш хастарӗсене паллашса малашне те хутшăнма питӗ меллӗ площадка пулса тăчӗ вăл. Кун пек мероприятисем кирлӗ пулни çинчен калать çакă. Регионсен хушшинчи чăваш çамрăкӗсен форумӗ вăрăм ӗмӗрлӗ пулать тесе шутлатăп. Хамăн историсене социаллă сетьсенче лартнă хыççăн чылайăшӗ форумра пулайманнишӗн кулянни çинчен çырчӗ. Ӗç йӗркинче çамрăксене форума суйласа илес меслете улăштарнă пулăттăм. Федераллă форумсен йӗркелӳçисенчен тӗслӗх илмелле тесе шутлатăп: форума хутшăнас текенсем анкетăсене çырса тултараççӗ, йӗркелӳçӗсем вара çав анкетăсемпе паллашнă хыççăн çамрăка хăйсен йышăнăвӗ çинчен пӗлтереççӗ. Кун пек тусан никам та ăнсăртран йыхравсăр пулмасть, пурин те форума хутшăнма шанăç пулать.
Форума килнисенчен пурте хавхаланса, çӗнӗ шухăшсемпе килӗсене таврăнчӗç пулӗ тетӗп», — терӗ.

ТР чăваш çамрăкӗсен пӗрлешӗвӗн лидерӗ Юлия Еремеева, ТР «Аталан» юхăм çак кăткăс (мӗншӗн тесен пӗрремӗш), калăпăшӗпе те, пӗлтерӗшӗпе те пысăк мероприятие йӗркелесе тытса пычӗç. ТР ЧНКА председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев вӗсене тӗрев парса пулăшса пычӗ. 
Çамрăксем уйрăличчен форума çулсерен тӗрлӗ регионсенче ирттерме калаçса татăлчӗç. Унăн ӗçне пӗтӗмлетсе яш-кӗрӗм Пӗтӗм Раççейри Чăваш çамрăкӗсен союзне туса хума йышăннă. Ăна ертсе пыма Юлия Еремеевана шаннă.

Автор,А.Ильина сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество