Чăваш çамрăкӗсен «Аталан» пӗрлешӗвӗн хастарӗсем районсем тăрăх Çӗнӗ çул турне тухнă
Çӗнӗ çул – тӗлӗнтермӗшсен, йăл кулăпа юмах вăхăчӗ. Çапла вӗт? Пурте тӗлӗнтермӗш кӗтетпӗр-çке Çӗнӗ çултан. Уйрăмах ачасем.
Çавна шута илсе Тутарстанри ЧНКА çумӗнчи Чăваш çамрăкӗсен «Аталан» пӗрлешӗвӗн хастарӗсем районсем тăрăх Çӗнӗ çул турне тухнă. Вӗсем чăваш ачисем валли «Юлий лашан Çӗнӗ çулхи мыскарисем» хаваслă программа хатӗрленӗ.

Ӗнер, декабрӗн 28-мӗшӗнче, çамрăксем Элмет хулипе Аксу районӗнчи Кивӗ Илтрекьел ялӗнче уяв ирттернӗ те ӗнтӗ. Хӗл Мучипе Юрпике, юмахсенчи сăнарсем ачасене вăйăсем выляттарнă, юрлаттарнă, ташлаттарнă, тӗрлӗ конкурссенче вăй виçтернӗ. Питӗ килӗшнӗ элметсемпе аксусене аталансен программи.

Паян вара «Аталан» пӗрлешӗвӗн хастарӗсем – Юлия Еремеева, Лика Кашкарова, Елизавета Савелькина, Руслан Хураськин, Ислам Закиров, Данила Еремеев, Александр Уресметов тата Олеся Осанова – Элкел районӗнчи Кивӗ Хăратана çитӗç çак программăпа, ыран вара – Теччӗ районӗнчи Аслă Ăнă ялне.

«Аталан» пӗрлешӗвӗн сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев