Чăваш чӗлхи эрни – Пăва районӗнче
Пӑва районӗнчи чӑваш ялӗсенчи шкулсенче Аслă Вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлевич Яковлев çуралнӑранпа 178 çул çитнине палӑртса Чӑваш чӗлхи кунӗсем иртрӗç.
Апрелӗн 23-мӗшӗнче Пӳркелӗнчи Культура çуртӗнче Тӑхӑрьял тӑрӑхӗнчи чӑваш чӗлхи вӗренекен ачасен хушшинче «Тӑхӑрьял шӑпчӑкӗ» юрӑ конкурсӗ иртрӗ. 20-мӗш хут пулчӗ кӑçал. Ăна пуçарса, йӗркелесе яраканни Пăва районӗнчи ЧНКА пайташӗ, тивӗçлӗ канури сумлӑ учитель Владимир Ильич Афанасьев.
Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Пӑва хулинчи Туслӑх Çуртӗнче тӗрлӗ халăх поэчӗсем пухӑнчӗç. Кунта Раççей халăхӗсен пӗрлӗхӗн çулталăкне халалланă мероприяти тата Тукай вулавӗсем иртрӗç. Унта пирӗн Анна Никонорова сăвăç та хутшӑнчӗ.

Апрелӗн 25-мӗшӗнче Пӑва хулинче хамăрăн мухтавлă ентешӗмӗр Иван Яковлевич Яковлев çуралнӑранпа 178 çул çитнине асӑнса Пăва районӗнчи ЧНКА ертӳçи Владимир Анатольевич Ильин лартнӑ палӑк умне шкул ачисем, ЧНКА пайташӗсем пухӑнчӗç, Аслă Вӗрентекенӗмӗре ăшшӑн асӑнса тӗрлӗ сӑмахсем каларӗç, сӑвӑ вуларӗç, палăк умне чечек çыххисем хучӗç.

Каçхине Пӑва хулинчи Культура керменӗнче Тинкеш ялӗн Культура çурчӗ çумӗнче йӗркеленнӗ «Ахрӑм» театр ушкӑнӗ Чӑваш чӗлхи кунне тата çывхарса килекен Аслӑ Çӗнтерӳ кунне халалласа «Кӗтсем, Катюша, кӗтсем» ятлӑ спектакль лартрӗ. Çӗнӗ пьесăн авторӗ Анна Никонорова, илемлӗх ертӳçи Розалия Дубова. Куракансем çӗнӗ спектакле тӑвӑллӑн алӑ çупса йышăнчӗç, артистсене ӑшӑ сӑмахсем каласа тав турӗç.
(Анна НИКОНОРОВА.Автор сăнӳкерчӗкӗсем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев