Чăваш чӗлхи Раççейре пурăнакан халăхсен чӗлхисен хушшинче топ-3 шутне кӗнӗ
Чăваш чӗлхи «Яндекс.Куçаруçăра» Раççейре пурăнакан халăхсен чӗлхисен хушшинче топ-3 шутне кӗнӗ.

Çакăн пирки «Яндекс. Куçаруçă» компанин пресс-служби пӗлтернӗ.
Пӗлтӗрхи март уйăхӗнчен пуçласа кăçалхи февраль уйăхӗччен тунă пӗтӗмлетӳпе килӗшӳллӗн, вырăс чӗлхисӗр пуçне Раççейри субъектсен патшалăх чӗлхисен топ-10 шутне тутар, пушкăрт, чăваш, мари, якут, удмурт, осетин, тува, туçи мари тата кабардин-черкес чӗлхисем кӗнӗ.
Хальхи вăхăтра «Яндекс.Куçаруçăра» Раççей халăхӗсен 18 чӗлхипе усă курма пулать.
Ют çӗршывсен чӗлхисене илес пулсан, акăлчан чӗлхи унчченхи пекех малти вырăнта. Китай чӗлхи 2022 çулта 5-мӗш вырăнта тăнă пулсан, халь 2-мӗшне хăпарнă. Ун хыççăн нимӗç, испан, француз тата тӗрӗк чӗлхисем пыраççӗ.
Сăмах май, 2024 çул вӗçӗнченпе «Яндекс.Куçаруçă», «Яндекс.Шырав» тата «Яндекс.Клавиатура» çырнă чух кăна мар, сасăпа каланă чух та чăвашла ăнланаççӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев