Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЧĂВАШ ЧӖЛХИНЕ УПРАР!

Мӗн чăрмантарать пире чăваш пулма? Ака уйăхӗн 25-мӗшӗнче Чăваш чӗлхи кунне паллă тăватпăр. Аслă Патриархăмăр Иван Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитрӗ. «Тăван чӗлхесӗр пӗлӳ çук», – тесе ахальтен каламан ӗнтӗ вăл.

Садике çӳрекен ачасем те юлташӗсемпе вырăсла калаçаççӗ. Тăван чӗлхене вӗрентесси çемьерен пуçланать-çке. Хуларан килнӗ тăванӗсен ачисемпе хутăшса вылянă чухне те вырăсла. Ăçта çӗтрӗ чăваш чӗлхи? Мӗншӗн манма пуçларăмăр чăвашла калаçма?

Мӗнле манма пулать авалтан упранса юлнă чӗлхене?

Тавракурăма аталантармашкăн библиотекăсенче чăваш çыравçисен  кӗнекисем те пур, ан ӳркен, ачасене те вулаттарăр юмахсем, радиона талăкӗпех итлеме пулать. Мӗн чăрмантарать-ши çав териех чăваш пулма? Вăтанатпăр-ши чăвашла калаçма?

Хăшӗ-пӗри тӗлӗнтерет: «Мӗн тума кирлӗ чăваш чӗлхи?» – тет. Ачисене вырăслантарса ярса пысăк йăнăш тăваççӗ. Упрамасан, хисеплемесен тăван чӗлхемӗре, паллах, çухалма та пултарать. Кайран чавса çывăх пулсан та çыртаймăпăр, темӗнле ӳкенсен те тавăраймăпăр.

Хамăн çырăва çак сăмахсемпе вӗçлес килет: «Тăван чӗлхене ан манăр ӗмӗрне, янратăр яланах чун-чӗресенче!»

Юрий АДЪЮТАНТОВ.

Çӗпрел районӗ,

 Çӗнӗ Упи ялӗ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чăваш чӗлхи