Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш Ен депутачӗсем Çӗпрел районӗнче Тутарстанри ӗçтешӗсемпе тӗлпулнă

Паян Кивӗ Çӗпрелӗнче Тутарстанпа Чăваш Республикин Патшалăх Канашӗсен председателӗсем тата регионсен парламенчӗсенчи культура комитечӗсем «Культура. Йăласене упраса хăварасси тата хальхи технологисене кӗртесси» темăпа пӗрлехи канашлу ирттернӗ.

Леонид Черкесов ертсе пыракан делегацине çӗпрелсем Шăмăршă чиккинче кӗтсе илнӗ, Фарид Мухаметшин ертсе пыракан делегацине – Пăва районӗн чиккинче.

Унтан енсем тӗл пулса Çӗнӗ Упинчи культура çурчӗн ӗçӗ-хӗлӗпе паллашнă. Кивӗ Çӗпрелӗнче Канашлу ирттерес умӗн парламентарисем райцентрти Ӗмӗрлӗх Çулăм монуменчӗ умне чечек çыххисем хунă. Унтан районти Культура çуртӗнче «Ак калфак» общество йӗркеленӗ халăх промыслисемпе пултарулăхӗн куравӗпе паллашнă, çавăн пекех хăнасене Тутарстан Республикин укçапа виçӗнмен культура еткерлӗхӗн объекчӗсен каталогне презентациленӗ, фотовыставка кăтартнă.
Йăласене упраса хăварас ӗçе хальхи технологисене кӗртессине халалланă пӗрлехи лару район администрацийӗнче иртнӗ.

Владислав Николаев, «Хыпар» хаçат сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев