Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш Ен экономика çыхăнăвӗсене çирӗплетет

Санкт-Петербургри Халăхсем хушшинчи экономика форумӗ пынă вăхăтра хулари Чăваш наципе культура автономийӗ тата «Опора России» общество организацийӗн Чăваш Енри уйрăмӗ «Улшăнса пыракан саманара Чăваш Республикипе Ленинград облаçӗ хушшинчи экономика çыхăнăвӗсем аталанни» темăпа çавра сӗтел йӗркеленӗ.

Чăваш Республикин пысăк делегацине Олег Николаев Пуçлăх ертсе пынă, хăнасене Ленинград облаçӗн Правительствинчи Вырăнти хăйтытăмлăх, нацисем тата конфессисем хушшинчи хутшăнусен комитечӗн председателӗ Лира Бурак саламланă. Вăл юлашки çулсенче чăваш обществипе еплерех ӗçсем йӗркелени çинчен каласа панă. Унăн çумӗ Елена Тимонина регионсем хушшинчи хутшăнусене хак панă. Хăнасем Чăваш Республикин инвестици тӗлӗшӗнчен илӗртӳллӗ инновациллӗ предприятийӗсемпе паллаштарнă, Ленинград облаçӗн бизнес-пӗрлешӗвӗн представителӗсем те хăйсен предприятийӗсене презентациленӗ. 
Юлашкинчен Ленинград облаçӗн промышленникӗсемпе усламçисен Союзӗн президенчӗ Александр Габитов Чăваш Енӗн Инвестицилле аталану агенствин ӗç тăвакан директорӗпе Денис Васильевпа пӗрле хутшăнса ӗçлесси пирки калакан килӗшӗве алă пусса çирӗплетнӗ. 
  
Валерьян Гаврилов
Автор сăнӳкерчӗкӗсем. 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев