Чăваш Енре «Кăвар чӗре» фильмпа паллаштарнă
Нумаях пулмасть Елчӗкри Культура çуртӗнче Олег Мустаев çинчен ӳкернӗ документлă фильма пăхса хак панă.
«Кăвар чӗре» фильмăн сценарий авторӗпе режиссёрӗ – паллă чăваш тележурналисчӗ, Чăваш Республикин искусствăсен тава тивӗçлӗ деятелӗ Марина Карягина.
Олег Мустаев çинчен документлă фильм ӳкерес ӗçе унăн хастар ентешӗсем пуçарнă, нимелле пурнăçа кӗртнӗ. Пӗрремӗш хут ăна Елчӗкре кăтартас тенӗ. Вăл çак районти Çӗнӗ Эйпӗç ялӗнче çуралса ӳснӗ. Фильма Чӗмпӗрти чăвашсен лидерӗ çуралнăранпа 60 çул çитнӗ тӗле хатӗрленӗ, ятарласа Асăну каçӗнче хăтлав ирттернӗ.
Мероприятие хутшăнакансем Олег Мустаевăн вилтăпри патӗнче те пулнă, тăван халăха чăмăртас тӗллевпе тунă пархатарлă ӗçӗсемшӗн тав тунă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев