Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш Енре пиллӗкмӗш хут сăра фестивале пулать

Шупашкарта июлӗн 25-мӗшӗнчен пуçласа августăн 1-мӗшӗччен «Раççейӗн симӗс ылтăнӗ» хăмлапа сăра фестивале иртет. Уявăн тӗп площадки – Юханшыв порчӗ.

Фестиваль программи яланхи пекех икӗ пайран тăрать: республикăра пурăнакансемпе хăнасем валли культура, отрасль специалисчӗсем валли ӗç программине хатӗрленӗ.

Фестивалӗн кулленхи программине виçӗ тапхăра пайлани курма килекенсене хăйсене кирлӗ вăхăт суйласа илме май парать:

пӗрремӗш сет: 12:00 сехетрен пуçласа 14:30 сехетчен;

иккӗмӗш сет: 15:00 сехетрен пуçласа 18:00 сехетчен;

виççӗмӗш сет: 19:00 сехетрен пуçласа 22:00 сехетчен.

Кашнинче Раççейри сăра тăвакан компанисен сăррине тата тӗрлӗ апат-çимӗç  тутанса пăхма пулать,  çавăн пекех конкурссем тата артистсем хутшăннипе концертсем иртеççӗ.

Июлӗн  30-мӗшӗнче фестиваль шайӗнче «Раççей хăмли» конференци ӗçлеме пуçлать. Пӗр площадкăра 150 ытла специалист –  производительсем, ученăйсем тата сăра тăвакан чи пысăк компанисен представителӗсем пухăнӗ. Ӗçлӗ программăна икӗ блока пайланă. Пӗрремӗш пайра хутшăнакансем Чăваш Республикинче хăмла ӗрчетес ӗçе аталантармалли стратегие сӳтсе явӗç, иккӗмӗшӗнче хальхи индустрин çивӗч тренчӗсемпе технологи ыйтăвӗсене тимлӗх уйăрӗç.

Сăнӳкерчӗк cap.ru сайтран. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашия #Фестиваль