Чăваш Енрен килнӗ хăна «Суварпа» паллашрӗ
Тутарстан Республикин Пичет кунне уявланӑ май Теччӗ районне кӗрекен Пухтел ялӗнчи библиотекăра тӗлпулу иртрӗ. Вулавăша çӳрекенсем пирӗн республикӑра тухакан тӗрлӗ кӑларӑм çинчен, вырӑнти прессӑна упраса аталантарни мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулни çинчен калаçма пухӑнчӗç
Чӑваш Енрен килнӗ хӑнана Юрий Николаевич Долгова уйрăмах «Сувар» кӑсӑклантарчӗ. Вӑл Тутарстан чăвашӗсен республика хаçатӗнче пичетленнӗ материалсемпе паллашса страницӑсене хавхаланса уçа-уçа пӑхрӗ. Юрий Николаевич пирӗн ялти Ольга Сорокина фельдшер çинчен çырнă статьяна уйрӑмах тимлерӗ. Унăн авторӗ çак библиотекăра ӗçлекен Алена Торгашова пулни уншăн кӗтменлӗх пулчӗ. Унтан Юрий Николаевич Чăваш Республикинче тухса тăракан хаçат-журнал çинчен каласа пачӗ. Тӗлпулу питӗ кăсăклă иртрӗ.
Алена ТОРГАШОВА.
Теччӗ районӗ,
Пухтел.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев