Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш ертӳçӗ поселок пурнăçне çӗнетет

Киров облаçӗнчи Малмыж районӗнчи Плотбище ял хутлăхне икӗ поселок – Плотбище тата Арпорек кӗрет. Вӗсенче 300 ытла çын пурăнать, тӗпрен илсен вырăссем тата тутарсем, чăвашсем те пур. 2017 çултанпа ял хутлăхне Игорь Анатольевич Маркитанов ертсе пырать.

Вырăнти хăйтытăмлăх çинчен калакан закон ял администрацийӗсен полномочийӗсене анлăлатнă хыççăн халӗ ял хутлăхӗн пуçлăхӗ çынсемшӗн чăн-чăн лидер пулмалла, ыйтусене туллин татса памалла, хăтлăх кӗртмелле, культура мероприятийӗсене йӗркелемелле. Шăпах çавăн пек çын – вырăнти пуçлăх.

Игорь Маркитанов Тутарстан Республикинчи Аксу районне кӗрекен Чăваш Енрусьелӗнче çуралса ӳснӗ. Вырăнти шкулта вӗреннӗ чухне спортпа – йӗлтӗрпе чупассипе – интересленме пуçланă. Шкул хыççăн Çырчаллинчи физкультура институтне вӗренме кӗнӗ. Иккӗмӗш курсра чух ăна республикăри йӗлтӗрпе чупакансен сборнăйне илнӗ. Спортра пысăк çитӗнӳсем тунă. Вӗренсе пӗтерсен Анат Кама хулине пурăнма куçнă. Унта хăйӗн хурал фирмине уçнă. Каярахпа шăпа ăна Коми Республикине илсе çитернӗ, унта вăл строительствăра ӗçленӗ, пысăках мар лавкка та тытса тăнă. Ку вăхăтра ун патне Анат Кама хулинче пурăнакан çемйи те куçса килнӗ.

Каласа хăвармалла, Игорь Маркитанов 1999 çулта çемье çавăрнă. Маринăпа вӗсем çуллахи каникул вăхăтӗнче паллашнă, хӗрача аслашшӗ-асламăшӗ патне шкул хыççăн канма килнӗ. Çемьере хальхи вăхăтра кӗçӗн хӗрӗ – София çитӗнет. Икӗ ывăлӗ ӳссе, аслă пӗлӳ илес тесе тăван килтен тухса кайнă. Асли, Данил, Анат Кама хулинче пурăнать, кӗçӗнни, Артур, Киров хулинче логиста вӗренет. Марина поселокра библиотекарьте ӗçлет.

Коми Республикинчи Ухта хулинче Игорь Маркитанов Киров облаçӗнчи Плотбище поселокра çуралса ӳснӗ Тимофейпа паллашнă. Шăпах вăл ăна хăйӗн поселокне хăнана чӗннӗ. Çак вырăнсенче темиçе хут пулса курнă хыççăн, сунара тата пулла çӳреме юратнăран, Маркитановсем поселокра тӗпленме шутланă. Кунти вырăнсем сунарçăсене питӗ илӗртеççӗ, вăрман çумрах. Поселок çумӗнче Вятка юханшывӗ пулни те пысăк витӗм кӳнӗ йышăну тунă чухне.

Ял хутлăхӗн малтанхи пуçлăхӗ 2017 çулта администрацие ертсе пыма сӗнсен Игорь Анатольевич, иккӗленнине пăхмасăрах, килӗшнӗ. Сакăр çул хушшинче ял халăхӗшӗн нумай кирлӗ ӗç пурнăçланă. Чи малтан урамри çутă ыйтăвне татса памалла пулнă.

«Каçпа питӗ тӗттӗмччӗ, – аса илет Игорь Анатольевичăн мăшăрӗ Марина. – Çынсем кӗсье хунарӗсемпе çӳретчӗç. Халӗ поселокра каçпа çап-çутă».

Тепӗр çивӗч ыйту – шыв пăрăхӗсем кивелни, кашни кунах юсаса тăма тивнӗ.

– Юсас вырăнне системăна çӗнетме шутларăмăр, – пӗлтерчӗ Игорь Анатольевич.

Ыйтусене татса пама вырăнти пуçарусене тӗрев паракан программа пулăшать (ППМИ). Ку программа – Киров облаçӗнче пӗлтерӗшлӗ ыйтусене татса пама укçа-тенкӗ пухмалли май. Проекта пурнăçа кӗртме кирлӗ укçа область, район тата вырăнти бюджетран тăрать. Ял çыннисем хăйсен те укçа (2 – 4 процент) пухмалла.

Поселокра «Сывлăх сыхлавӗн пӗрремӗш звенине модернизацилесси» наци проекчӗ шайӗнче модульлӗ фельдшерпа акушер пунктне туса лартнă, вырăнти Культура çуртне тӗпрен юсанă. Эпир пынă вăхăтра кунта ачасемпе аслисем мероприятие хатӗрленетчӗç.

– Çурчӗ начарччӗ, чӳречисем çукчӗ. Халӗ кунта илемлӗ те хăтлă пӳлӗмсем, чăн-чăн культура центрӗ, пысăк пӗлтерӗшлӗ мероприятисем ирттеретпӗр, – терӗ Игорь Анатольевич. 

Ятарлă çар операцине хутшăнакансене, поселокран СВОна кайнă ентешӗсене те пулăшсах тăрать вырăнти халăх. Гуманитари пулăшăвне пуçтарма пуçласанах салтаксене кирлӗ япаласене илсе килме пуçлаççӗ.

– Ӗçлесен тем те тума пулать. Кунта пурăнакансем, кунтан тухнă çынсем тӗрев панипе, районти власть пулăшнипе поселок кунсерен илемленсе пырать, – пӗлтерчӗ хăйӗн шухăшне пуçлăх.

Игорь Анатольевич кăмăл-туйăмӗпе сăпайлă çын пулсан та чăн-чăн лидер. Вăл хăйӗн тӗслӗхӗпе пысăках мар поселокра та пӗрле ӗçлесен пысăк улшăнусем тума пулнине кăтартса парать.

 

Маркитановсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана общество село