ЧĂВАШ КӖНЕКИ «РОССИЯ» КУРАВ-ЯРМĂРККĂРА
Чăваш кӗнеке издательстви иртнӗ эрнере Мускаври ВДНХра ӗçлекен «Россия» курав-ярмăрккăна хутшăнчӗ. Издательствăн тӗп редакторӗн çумӗ Ольга Федорова куракан-вулакансене Шупашкарта кăларакан ача-пăча таврапӗлӳ литературипе паллаштарчӗ. Чăваш кӗнекипе интересленекенсем мастер-классене хутшăнчӗç, чăваш юмахӗсенчи сăнарсене сăрласа илемлетрӗç.
«Пирӗн курава пынă кашни çынах эпир кăларакан кӗнекесене мухтарӗ. Санкт-Петербургран, Самарăран, Мускавран, Калининградран, Чăваш Енрен, Пушкăртстанран, Белгородран, Ханты-Мансийскран пынă çынсем нумай ырă сăмах каларӗç пирӗн кăларăмсем пирки. Нарьян-Мартан килнӗ хăна чăваш кӗнекине туянмасăр каймарӗ, унăн амăшӗ чăваш иккен, Тутарстанра çуралса ӳснӗ», — каласа парать Ольга Леонидовна.
Чăваш кӗнеке издательстви йӗркеленӗ куравпа ЧР цифра аталанăвӗн, информаци политикипе массăлла коммуникацисен министрӗ М. В. Степанов та паллашрӗ. Ольга Федорова ăна чăвашла текстсене çыртарнă аудиосасăпа пуянлатни вулакансене питӗ килӗшни пирки каласа пачӗ, халиччен çакнашкал мелпе кун çути курнă кăларăмсемпе паллаштарчӗ. Малашне те кӗнекесене çакăн пек майпа кăларма пулăшсан аванччӗ тесе сӗнчӗ. Министр ку шухăша ырларӗ, ăна тӗплӗн сӳтсе явма шантарчӗ.
Дарья МОРОЗОВА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев