Чăваш наципе культура автономийӗн председателӗ Дмитрий Самаренкин: «Паян эпир хамăрăн, ачасемпе мăнуксен пуласлăхне суйлатпăр
Пурте тӗрӗс суйлав тăвӗç тесе шутлатăп», — терӗ Дмитрий Анатольевич хăй шухăшне пӗлтерсе.
Тутарстан Республикин Патшалăх Канашӗн депутачӗ, Чăваш наципе культура автономийӗн председателӗ Дмитрий Самаренкин суйлава иккӗмӗш кунне, мартăн 16-мӗшӗнче хутшăнчӗ. Унпа эпир Катанов тăкăрлăкӗнче вырнаçнă Кадет шкулӗнче тӗл пултăмăр.
«Паян эпир хамăрăн тата ачасемпе мăнуксен пуласлăхне суйлатпăр. Çавăнпа каймалла та сасăламалла — кама тивӗçлӗ тесе шутлатпăр, кампа малашне нумай-нумай çул пӗрле утма шухăшлатпăр — çавăншăн. Ку пирӗн гражданла тивӗç. Пурте тӗрӗс суйлав тăвӗç тетӗп», — терӗ кӗскен Дмитрий Анатольевич.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев