Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш Пăрнайӗнчи тӗлпулу

Февралӗн 14-мӗшӗнче Элкел районӗнчи Чăваш Пăрнай шкулӗнче патриотла мероприяти иртрӗ. Ăна Совет çарӗсене Афганистанран кăларнăранпа 35 çул çитнине тата çак шкулта вӗреннӗ, ятарлă çар операцине хутшăнса пуç хунă Иван Дулатова халалланăччӗ.

Мероприятие Иван Дулатов аслă лейтенантăн амăшне Надежда Николаевнăна тата унăн ачисене (вӗсем пурӗ 9-ăн пулнă), ял хутлăхӗн секретарьне Елена Янзаевăна, Элкел районӗн вӗрентӳ уйрăмӗн пуçлăхне Сурия Валеевăна чӗннӗччӗ. Çавăн пекех эпир те, Афган вăрçин ветеранӗсем — Расих Залялов, Андрей Медников, Фаннур Гатауллин тата çак шкулта вӗреннӗ Иван Дулатов — хутшăнтăмăр. 


Мероприяти шкулти фойере пуçланчӗ. Унта шкул ачисемпе вӗрентекенсем, чӗннӗ хăнасем йышлă пуçтарăннăччӗ. Палăртса хăварма кăмăллă, Чăваш Пăрнай шкулӗнче 86 ача вӗренет хальхи вăхăтра. 


Асăну мероприятине шкул директорӗ Николай Владимирович Хвостов уçрӗ. Вăл пурне те чӗннӗ хăнасемпе, мероприяти планӗпе паллаштарчӗ. Сурия Шагитовна Валеева район ятарлă çар операцине хутшăнакансене еплерех пулăшни пирки каласа пачӗ. Елена Ивановна Янзаева та ял хутлăхӗ ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсене, вӗсен çемйисене мӗнле майсемпе пулăшни пирки пӗлтерчӗ. Чăвашпăрнайсем икӗ çул хушшинче 16 хутчен СВОри ентешӗсем валли мӗн кирлине пуçтарса леçнӗ-мӗн. 


Истори вӗрентекен Светлана Владимировна Ерусланова шкулта историри паллă пулăмсене халалласа куллен ирттерекен мероприятисем пирки каласа пачӗ. Ăна итлесен кунта ачасене патриотла воспитани парассине пысăк тимлӗх уйăрни курăнчӗ. 


Унтан ятарлă çар операцийӗнче пуç хунă Иван Дулатов аслă лейтенантăн амăшне Надежда Николаевнăна сăмах пачӗç. Вăл ывăлӗ пирки каласа панă чух куççульленмесӗр чăтаймарӗ, паллах. Иван Валерьевич Дулатов шкула кӗмӗл медальпе пӗтернӗ. Питӗ ӗçчен, малӗмӗтлӗ пулнă, килти хуçалăхра аслисене пӗрмаях пулăшнă. Аслă пӗлӳ илнӗ, çемье çавăрса ӗлкӗреймен. Надежда Николаевна хăй 9 ача çуратса ӳстернӗ. Шел те, çамрăклах мăшăрсăр тăрса юлнă. 


Афган вăрçин ветеранӗсен ятӗнчен эпӗ сăмах каларăм: ачасене аван вӗренме сунтăм, мӗншӗн тесен шкулта вӗрентекен кашни предмет кирлӗ. Тарăн пӗлӳ илни малашнехи ăнăçлă пурнăçăн никӗсӗ пулнине палăртрăм. 


Иван Дулатовăн асăну хăмине уçса Раççей гимнне итлесен пурте акт залне кӗтӗмӗр. Вӗренекенсем патриотла юрăсем юрласа пачӗç, кӗске вăхăт хушшинче автомат салатса пуçтарчӗç. Куç хупсах пурнăçлаяççӗ иккен вӗсем ку ӗçе — питӗ маттур. 


Унтан пире, Афган вăрçин ветеранӗсене, сăмах пачӗç. Эпир пухăннисене хамăр утса тухнă çул пирки тӗплӗн каласа патăмăр, ачасемпе вӗрентекенсен ыйтăвӗсене хуравларăмăр. 

 

Расих ЗАЛЯЛОВ,


Афган вăрçин ветеранӗ.


Хусан. 


Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев