Чăваш-пограничниксем Парада хутшăнчӗç
Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çуллăхне халалланă Парада кăçал Хусан гарнизонӗн салтакӗсемпе, çар училищисен курсанчӗсемпе, кадетсемпе пӗрлех тӗрлӗ çар ветеранӗсем те хутшăнчӗç. Тутарстанри «Пограничниксен содружестви» обществăлла организацин районсенчи уйрăмӗсен хастарӗсен колонни те Хусан 1000 çуллăхӗн тӳремӗнче илемлӗн иртсе Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене асăнса чыс турӗ.
Чикӗ хуралçисем республикăн кашни районӗнченех килнӗччӗ. Чăвашсем пурри те савăнтарчӗ. Çӗпрел районӗнчен, тӗслӗхрен, Матакри Александр Одиноков (районти пограничниксенчен вăл пӗр хăй кăначчӗ), Аксу районӗнчен Савгачевăри Юрий Степанов, Аксу хула евӗрлӗ поселокри Степан Гаврилов, Унтакшăри Игорь Михайлов тата Çӗньялти Владимир Герасимов хутшăнчӗç.
Вӗсем пурте тӗрлӗ çулсенче чикӗри çарсенче службăра тăнă. Вӗсем паянхи кун та стройра, мӗншӗн тесен обществăлла организацин ӗçне хастар хутшăнаççӗ. Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çуллăхне халалланă Парада хутшăнма йыхравланăшăн «Пограничниксен содружестви» обществăлла организацин ертӳçине А.Я.Сулейманова, республикăн ертӳçисене тав тăваççӗ.
Чикӗри çарсенче (Пограничные войска) службăра тăракан ентеш салтаксемпе офицерсене, çар ветеранӗсене пурне те çывхарса килекен Пограничниксен кунӗпе саламласа çирӗп сывлăх, иксӗлми вăй-хал, лăпкă тӳпе сунатпăр!
А.Одиноков, Ю.Степанов тата В.Герасимов архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев