Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Чăваш романӗ» II литература конкурсӗ иртет

Чăваш кӗнеке издательстви «Чăваш романӗ» литература конкурсне иккӗмӗш хут ирттерет. Конкурса тăратнă ӗçсем чăвашла çеç пулмалла, урăх чӗлхерен чăвашла куçарнă хайлавсене пăхса тухмаççӗ. Конкурса халиччен кӗнеке пек пичетленмен хайлавпа хутшăнмалла.

Конкурса тăратакан хайлавсен тематики ирӗклӗ, калăпăшӗ — А4 форматпа 700 страницăран ытла мар. 


Уйрăм страницăсенче:


1) авторăн ятне-шывне (литературăри псевдонимне, паспортри ячӗпе хушаматне);


2) хайлав ятне чăвашла тата вырăсла;


3) хайлавăн кӗске аннотацине чăвашла тата вырăсла;


4) автор адресне, телефон номерне, электронлă почтине (пур пулсан);


5) авторăн чăвашла тата вырăсла çырнă кӗске биографине хатӗрлесе памалла.


Конкурс ӗçӗсене 2023 çулхи раштав уйăхӗн 25-мӗшӗнчен пуçласа 2024 çулхи юпа уйăхӗн 1-мӗшӗччен fed_ol@mail. ru электронлă адреспа е почтăпа çак адреспа ярса памалла: 428019, Шупашкар хули, Иван Яковлев проспекчӗ, 13-мӗш çурт, Чăваш кӗнеке издательстви, «Чăваш романӗ» конкурса. 


Тӗплӗнрех Положенире паллашма пулать. Ăна Чăваш кӗнеке издательствин сайтӗнче «Акцисем» пайра вырнаçтарнă.


Чи интереслӗ хайлавсене кӗнекен хатӗрлесе кăларма тематика планне сӗнӗпӗр. Çырăр, хутшăнăр, вулакансене савăнтарăр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев