Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш Шупашкарĕнчи уявра

Паян Çĕнĕ Шешме районĕнче Чăваш Çырулăхĕн кунне уявларĕç. “Сувар” ĕçченĕсем Чăваш чĕлхи кунĕнче Чăваш Шупашкарĕпе пĕрле савăнчĕç

 

Фойеренех пуçланчĕ уяв кунта чăваш апачĕн куравĕ те, чăваш тумĕ-юмĕ те  пур. Купăссен куравĕ тата мĕне тăрать?! Вĕсем тĕрлĕ-тĕрлĕ, кашнин ячĕ пур-тăр, пĕлсе те пĕтереймĕн историйĕсене.

Ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешĕсене те хастар пулăшаççĕ чăвашшупашкарсем. Çакна ятарлă курав кĕтесĕнче пăхса хаклама пулать.

Фойерех аслă çултисен “Савăнăç” ушкăнĕ эрешсем хатĕрлет. Ку ĕçпе интересленекенсене хапăлласах вĕрентеççĕ. Ротангран карçынкка çыхакан та, çăм арлакан та, çăм чавакан та пур кунта. Ачасемшĕн питĕ кăсăк пулчĕ-тĕр, нумай çĕннине пĕлчĕç çак кун.  

Уяв фойерен концерт залне куçрĕ. Иван Яковлев 1871 çулта чăваш алфавитне йĕркелени çинчен ӳкернĕ видеороликпа пуçланчĕ вăл. Çак пысăк уявпа район пуçлăхĕ Егор Тарнавский саламларĕ халăх культурине аталанма пулăшакансене тав турĕ. ЧНКА Канашĕн председателĕн пĕрремĕш çумĕ Константин Малышев, “Сувар” хаçатăн тĕп редакторĕ Ирина Трифонова залра ларакансене Чăваш чĕлхи кунĕпе, Чăваш çырулăхĕн кунĕпе саламласа тăван чĕлхене упрамалли çинчен каларĕç.

 Çĕнĕ Шешме районĕнчи пĕртен-пĕр чăваш ялĕн Чăваш Шупашкарĕн уявне кӳршĕ районсенчи юлташĕсем  - юрă коллективĕсем килнĕ: Чистайран, Анат Катратаран, Çарăмсан, Спас районĕсенчен. Чăваш юрри пĕр чарăнми юхрĕ залра. Аслисемпе танах ачасен ушкăнсем те ăста пулчĕç сцена çинче. Ялшăн хатĕрленĕ уяв зонăсен шайне çĕкленчĕ. Тĕплĕнрех кун çинчен “Суварăн” çитес номерĕнче вулама пулать.

Автор сăнӳкерчĕкĕсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: День чувашского языка