Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш Шупашкарӗнчи Ильдуловсем салтаксене икӗ мотоцикл ăсатрӗç

Волонтерсенчен парса янă «Эндуро» мотоцикл Саша Ваганов патне çитнӗ, иртнӗ шăматкун вăл видео ӳкерсех тав тунă.

Людмилăпа Сергей Ильдуловсем аслă ывăлне, Николая, хресченпе фермер хуçалăхӗнче пулăшаççӗ. Сăвăнакан ӗнесем усраса патшалăха сӗт сутассипе ӗçлет çамрăк фермер. Выльăх апачӗ акса тумалла-и, утă çулса кӗртмелле-и — яланах пӗрле Ильдуловсен пысăк çемйи. Техники вӗсен хăйсен, çынран йăлăнса çӳресси çук. Сергейпе Людмилăн пилӗк ача, аслисем çитӗннӗ ӗнтӗ, кӗçӗннисем шкулта-ха. Асатте-асанне пулма та ӗлкӗрнӗ мăшăр, мăнукӗ пур. Хăйсен те ачисем пуртанах салтак ашшӗ-амăшӗн пăшăрханăвӗпе йывăрлăхне лайăх ăнланаççӗ Ильдуловсем.
— Мухтав Турра, выçă лармастпăр, типӗ, ăшă вырăн çинче çывăратпăр. Фронтра нуша куракан салтаксене пулăшмаллах пирӗн, — терӗ «Ана даны — Материнская слава» медале тивӗçнӗ Людмила Ивановна хальхинче те пирӗнпе çыхăнса. Вырăнти Культура çуртӗнче «Çăлкуç» ача-пăча коллективне ертсе пыраканскер, ентеш-салтаксем валли гуманитари пулăшăвне ятарлă çар операцийӗ пуçланнăранпах пухать. Чăн малтан ансамбле çӳрекен ачасемпе (вӗсем те çак сăваплă ӗçрен юлас темен) пӗрле апат-çимӗç, куллен кирлӗ япаласемпе ăшă чăлха-нуски пухса ăсатнă. Тепрехин Людмила Ивановна хăйӗн пӗр уйăх ӗç укçипе повербанксем, кирлӗ медицина хатӗрӗсенчен тăракан аптечкăсем, апат-çимӗç, ăшă перчеткесем туянса волонтерсенчен парса янă.


Сергей Васильевич та мăшăрӗпе ку енӗпе пӗр шухăшлă. Тӗрлӗ техника çӳретекенскер, салтаксен ашшӗ-амăшӗсене тӳлевсӗрех пахча сухаласа, çулла вутă антарса парать. Аслă ывăлӗсем Николайпа Дмитрий те хӗрринче юлмаççӗ. Ятарлă çар операцийӗнчи тăван ял çамрăкӗсемпе ялан çыхăнура, пӗрле ӳснӗ вӗт, мӗнле-ха унсăр? Халӗсене пӗлсе тăнипе кăна лăпланса лараканнисем мар вӗсем, фронтри ентешӗсене ӗçпе те, укçан та пулăшсах тăраççӗ. Иккӗшӗ пӗрле укçа хушса Радик Сибагатов контрактникпа тулли мар мобилизаципе кайнă Михаил Петров салтаксен ашшӗ-амăшӗсене пӗрер машина вутă туянса хăйсемех кӳрсе панă.


Николай районти волонтерсемпе тачă çыхăнса тăрать, мӗн ыйтнине тивӗçтерме тăрăшать. Салтаксем валли мотоцикл прицепӗсем ăсталамашкăн район Кулибинӗсене тӗнӗлсем, кустăрмасем тупса хăй укçипе илсе парать. Ку запас пайсене çăмăл кăна тупма та çук иккен-ха.
 Чăваш Шупашкарӗн Культура çурчӗн ӗçченӗсем кашни уйăхра СВОри пӗр-пӗр салтак амăшӗпе тӗлпулу йӗркелессине йăлана кӗртнӗ. Фронтри салтака мӗн-мӗн кирлӗреххине ыйтса пӗлеççӗ вӗсем çапла.
Шăпах çакăн пек тӗлпулусенчен пӗринче Людмила Ивановна Елена Николаевна Вагановăран контрактпа кайнă ывăлӗн Сашăн фронтра виççӗмӗш мотоциклӗ çунса кайнине пӗлнӗ. Пенсири ашшӗ-амăшӗн те, салтакăн хăйӗн те кашнинче техника туянма укçа-тенки çитсех пымасть. Килте канашланă хыççăн Ильдуловсем Саша Ваганова хăйсен шутӗнчен çӗнӗ «Эндуро» мотоцикл туянса пама йышăннă.
— Кӳме çывăхрах пултăр тесе мотоцикла интернетра Авито урлă шырарăмăр малтан. Чистайра тупрăмăр та сутуçа йăлăнса тенӗ пекех хăварма ыйтрăмăр. СВО валли туянатпăр, тархасшăн, сутса ан ярăр тетпӗр. Юрать, ăнланчӗ пире. Техника вăл техниках, тепӗр чух çӗнни те ӗçлемест. Фронтра салтаксем юсаса ан нушаланччăр тесе обкатка туса тӗрӗслес тесе Чистайран — Сергей çӳресе килчӗ, Çӗнӗ Шуçăма вара хам çӳресе кайрăм. Пӗлтӗр хамăр валли «Минск» мотоцикл туяннăччӗ эпир, ку унран та аванрах, вăйлăрах туртать», — мухтарӗ хăй çӳретсе тӗрӗсленӗ техникăна Людмила Ивановна. Асăннă мототранспорт шăпах çул çук, сăрт-туллă вырăнсенче çӳремелли-мӗн.


Волонтерсенчен парса янă «Эндуро» мотоцикл Саша Ваганов патне çитнӗ те, иртнӗ шăматкун вăл видео ӳкерсех тав тунă Ильдуловсене.
Çакăн пекех тепӗр «Эндуро» мотоцикл çитес вăхăтра фронта ăсанӗ. Ентеш-салтаксене ăна тахçанах машина туянса парас шутлă Николай хăй çемйи ятӗнчен парне тăвать. Ентеш-салтаксем халӗ машина мар, ытларах мотоцикл ыйтнипе туяннă ăна çамрăк фермер.
— Эпӗ машина та шыратăп, тем аванниеххи тупăнмарӗ-ха хальлӗхе. Çӗнӗ техникăран лайăхрах техника çук вӗт, çавăнпа мотоцикл туянас терӗм. Волонтерсенчен тепӗр гуманитаркăпа парса ярăпăр. Турă хушсан, тепрехин машина илсе пама шухăш пур ман, — терӗ Николай хăй те пирӗнпе çыхăнăва тухса.
 Ильдуловсем пек ырă кăмăллă çынсем çинче тытăнса тăрать те пирӗн çӗршыв. Халăх пулăшăвӗпе тӗревне кура фронтри салтак тăшманпа кӗрешме вăй тупать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Своих не бросаем