Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш Шупашкарӗнчи Ильдуловсен çемйи фронта УАЗ машина ăсатрӗ

Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Чăваш Шупашкарӗнче пурăнакан Людмилăпа Сергей Ильдуловсем фронт валли УАЗ машина туянса паян Çӗнӗ Шуçăмри волонтерсем патне кайса пачӗç. Техникăна апрель уйăхӗн çурринче ятарлă çар операцийӗн зонине салтаксем патне леçӗç.

– Эпир Çӗнӗ çулчченех хамăр çемьепе автомобиль туянса фронта ăсатасшăнччӗ, сивӗ, çил-тăманлă çанталăк тăнипе пулаймарӗ. Ӗнер УАЗ машинăна туянса хăваласа килтӗмӗр те ак паянах Çӗнӗ Шуçăма волонтерсем патне кайса паратпăр. Юсавлă, лайăх чупать. Салтаксен заказӗпе машинăна урăх тӗспе сăрлаççӗ те кунта апрель уйăхӗн çурринче ăсатаççӗ. Техникăна хальхинче те ятарлă çар операцине тулли мар мобилизаципе кайнă хамăр ял ачине Александр Андреевич Вагановах парас терӗмӗр. Хамăн атьсем килте, ăшăра пулнăшăнах фронтрисене пулăшмалла, пирӗн тивӗç ку, – пӗлтерчӗ кӗскен Людмила Ивановна УАЗ автомобильренех пирӗнпе телефонпа çыхăнса.

Аса илтеретпӗр, Чăваш Шупашкарӗн Культура çуртӗнче тăрăшакан Людмила Ивановна Ильдулован çемйи фронта ăсатнă  тӑваттӑмӗш пысăк техника ку (виҫӗ мотоцикл, УАЗ -"буханка"). Малтан ашшӗпе амăшӗ «Эндуро» мотоцикл туянса фронта ăсатнине курса аслă ывăлӗсем те хăйсен çемйисен ятӗнчен пӗрер мотоцикл туянса фронтри салтак-ентешсене пачӗç. 2025 çулта хăйсен çемйинчен кăна Ильдуловсем фронта 687 000 тенкӗлӗх пулăшу панă.

Кунсăр пуçне Людмила Ивановна ял хӗрарăмӗсемпе пӗрле салтаксем валли килти салма касса типӗтессине, маскировка сеткисем çыхассине йӗркеленӗ. Çапла майпа Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи пӗртен-пӗр чăваш ялӗ районтан каякан кашни гумконвойпа гуманитари пулăшăвӗ ăсатать. ( Л.Ильдулова сăнӳкерчӗкӗсем).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Своихнебросаем