Чăваш халăх артистки Хусанти вырсарни шкулӗн вӗренекенӗсемпе тӗл пулчӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш халăх артистки Хусанти вырсарни шкулӗн вӗренекенӗсемпе тӗл пулчӗ

Ӗнер Хусанти Халăхсен Туслăхӗн Çуртӗнче Августа Уляндина юрăç Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмне çӳрекен ачасемпе тӗл пулчӗ.

Çак хаваслă тӗлпулăва Тăван чӗлхесен кунне халалланăччӗ. Уяв ячӗпе вӗренекенсене ТР ЧНКА Канашӗн Председателӗн çумӗ Константин Малышев та саламларӗ.

Ачасем халăх артисткине хăйсен пултарулăхне кăтартрӗç. Вӗсем çӗнӗ сăвăсем, юрăсем вӗреннӗ. Пӗчӗк чăвашсем хорпа юрлани Августа Уляндинăна уйрăмах кăмăлне кайнă.


Нет комментариев