Чăваш халăх поэчӗн музейӗ уçăлман-ха
Çарăмсан районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнчи П.В. Афанасьевăн музей-çурчӗ официаллă уçăлман-ха, апла пулсан та унта районти чăваш шкулӗсенче вӗренекен ачасен икӗ ушкăнӗ Пушкин карттипе экскурсире пулса курнă та ӗнтӗ.
Чăваш халăх поэчӗ сумлă ята илнӗ поэтсем Тутарстанра нумайăн мар. Сыввисенчен паянхи кун пӗр Порфирий Васильевич Афанасьев кăна, 81-ри хисеплӗ поэтăмăр, драматург, куçаруçă, журналист Шупашкар хулинче пурăнать. Литературăри ӗçӗсем унăн нумай, чăвашла, вырăсла, тутарла вун-вун кӗнеки тухнă, куçарăвӗсем мӗн чухлӗ тата. Произведенийӗсене акăлчан, француз, итальян тата ытти чӗлхесене куçарнă.
Халăх поэчӗн ятне халăхра хăварас шутпа ентешӗсем тăван Çарăмсан районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче, хăй пурăннă çутра, музей уçмашкăн темиçе çул каялла 1 миллион та 200 пин тенкӗ грант çӗнсе илнӗччӗ. Çав укçа, тӗпрен илсен, юсав ӗçӗсем çине кайнă. Çуртăн никӗсне çирӗплетнӗ, тăррине çӗнӗрен витнӗ, тул енчен сайтингпа тӗпленӗ, электропралуксене, урайне улăштарнă. ТР Раисӗ Р. Минниханов ТР ЧНКАна панă 400 пин тенкӗпе вара кăçал газ кӗртнӗ.
Пурхил Афанасьевăн музейӗ Çарăмсанти историпе таврапӗлӳ музейӗн филиалӗ шутланать. Официаллă уçăлман-ха, апла пулсан та унта районти чăваш шкулӗсенче вӗренекен ачасен икӗ ушкăнӗ çӗнӗ вӗренӳ çулӗ пуçланнăранпа Пушкин карттипе экскурсире пулса курнă та ӗнтӗ. Порфирий Афанасьевăн пултарулăхӗпе районта ачасен хушшинче ӳкерчӗксен конкурсӗ те иртнӗ.
Музей ӗçӗпе паллашас шутпа эпир Çӗнӗ Йӗлмелне ятарласах çитсе килтӗмӗр. Музей çуртне тирпей-илем кӗртессипе чăнах та нумай ӗç тунă кунта, ТР ЧНКА уйăрнă укçапа чӳрече каррисемпе стеллажсем те туяннă. Порфирий Васильевич хăй те ентешӗсенчен кашнинче музей валли тесе мӗн-тӗр парса ярать иккен. Кăçал акă хăйӗн бюстне парнеленӗ.
Çавах та музейӗн концепцийӗ пиçсе çитменни палăрать. Музейсемпе, музееведсемпе питех ӗçлеменрен-ши йӗркелӳçӗсем темшӗн ăна литература мар, таврапӗлӳ музейӗ пек кураççӗ. Стенасем çинчи стеллажсем çинче те акă ытларах ялтан пухнă савăт-сапа, тахçан усă курнă кивӗ япаласем йышăннă. Порфирий Васильевич Афанасьевăн музейӗнче вара унăн ӗçӗсене, алçырăвӗсене, харпăр япалисене, сăнӳкерчӗкӗсене тата ытти экспонатсене нумайрах курса чăваш литературин атмосферине туяс килет. Тепӗр тесен, музей йӗркеленет кăна-ха. Малашне, тен, çапла пулӗ те. Музей ӗçченӗсем çитес вăхăтра экспонатсем илмешкӗн Порфирий Васильевич патне Шупашкара ятарласа кайма хатӗрленнине, кун пирки вӗсем поэтăн хӗрӗпе калаçса татăлнине каларӗç. Порфирий Васильевич хăй те музее килсе курма ӗмӗтленет, хальлӗхе вăл кунта пулман-ха. (Автор сăнӳкерчӗкӗсем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев