Чăваш Хӗл Мучийӗ паян Мускавра ёлкăсене çутать
Паян Мускаври ВДНХра иртекен «Россия» курав-форумра чи-чи паллă пулăмсенчен пӗри — ВДНХ Тӗп аллейинче регионсен ёлкисене çутаççӗ.
Çӗршывăн тӗп курав центрӗнче лартса илемлетме чăрăшсене кашни регион валли Рослесхоз панă. Унăн ертӳçи Иван Советников Раççейри кашни çынна унта пырса курма йыхравлать.
ВДНХ Тӗп аллейинче 90 чăрăш ларать — 89-шӗ регионсен, пӗри вара куравăн символӗ. Кашни регион хăйӗн ёлкине вырăнти йăла-йӗркене тӗпе хурса илемлетнӗ.
Паян 16.30 сехетре пирӗн çӗршыври 18 наци Хӗл Мучийӗсем хӗл пуçланнине пӗлтерсе 90 ёлка çинче 360000 çутă çутаççӗ. Çӗнӗ çул хуçисен хушшинче чăваш Хӗл Мучийӗ те пур. Эх, çав мероприятие хутшăнакансем мӗнле телейлӗ çынсем!
Тата паян «Россия» курав-форумра Чăваш Республикин кунӗ.
Скриншот chgtrk. ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев