Чăвашла калаçни сумлă
Л. Н.Толстой ячӗллӗ ЧР ятарлă библиотекинче кинорежиссерпа, обществăлла ӗçченпе, поэтпа, çулçӳревçӗпе, Чăваш Енри велоюхăма йӗркеленӗ Виктор Чугаровпа пултарулăх каçӗ иртнӗ
Л. Н.Толстой ячӗллӗ ЧР ятарлă библиотекинче кинорежиссерпа, обществăлла ӗçченпе, поэтпа, çулçӳревçӗпе, Чăваш Енри велоюхăма йӗркеленӗ Виктор Чугаровпа пултарулăх каçӗ иртнӗ.
Тӗлпулура Шупашкарти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 28-мӗш номерлӗ вăтам кул тата Шупашкарти сывлăхӗ япăхраххисен 2-мӗш номерлӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкул ачисем пулнă. Мероприяти «Чăваш чӗлхи» документлă фильма пăхнипе пуçланнă. Чăваш Енче çуралса ӳссе тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗсенче пурăнакан ентешсем çинчен вăл. Кинори сăнарсем тăван çӗрӗнчен темӗнле инçетре пурăнсан та хăйсен тымарне манмаççӗ, çӗнӗ çӗрте те тăван чӗлхепе калаçаççӗ.
«Чăваш чӗлхи» диалогсенчен тăрать. Тӗпрен илсен çынсем кулленхи ӗç-хӗле сӳтсе яваççӗ, çӳллӗ искусство çинчен те, кăткăс материсем пирки те шухăшласа ларни çук унта. «Чи пӗлтерӗшли — эпир чăваш чӗлхине илтетпӗр. Хуть мӗнле чӗлхе те унпа калаçнă чух çеç пурăнать. Эпир пур чух пирӗн чӗлхе те пур, вăл пурăнать. «Халь чăвашла калаçасси çав тери сумлă», — тет автор.
Фильм вӗçленсен автор ачасене хăйӗн çинчен, ытти ӗçӗсем çинчен каласа панă тата тӗрлӗ çӗрте пурăнакан халăхсен йăли-йӗркисемпе, историйӗпе паллаштарнă. Вăл хăйӗн фильмӗсене Берлинта, Парижра тата Шупашкарта ӳкернӗ — пӗтӗмпе 50 ытла кинокартина. Апла пулин те кинорежиссерӗн чи паллă ӗçӗ — «Чăваш чӗлхи». Фильма сценарирен пуçласа монтаж тăвичченех — пур ӗçне те Виктор Чугуров хăй пурнăçланă, хăйӗн укçи-тенкипе. «Енчен те фильма пăхнă хыççăн пӗр çын та пулин чăваш чӗлхине вӗренме пуçларӗ-тӗк, эпӗ ӗçлени харама кайман. Фильм ӳкернин тӗллевӗ — май пур таран ытларах çын тăван чӗлхепе калаçтăр», — тесе ăнлантарать автор хăйӗн ӗçне.
Чăваш чӗлхине шкула кайма пуçласан тин вӗренме пуçлани çинчен каласа панă ачасене Виктор Александрович. Çуллахи каникулсенче ялта каннă чухне чăвашла калаçни те чӗлхене уçнă. Анчах «Чăваш чӗлхи» ӳкернӗ хыççăн тин автор «чӗлхене пӗлетӗп» теме пуçланă.
Тӗлпулу вӗçӗнче автор мини-викторинăра çӗнтернӗ шкул ачине хăйӗн «Храм души» кӗнекине парнеленӗ.
Сăнӳкерчӗк culture.cap.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев