Чăхпа качака тытнăшăн штраф тӳлеттереççӗ?!
Çӗнӗ хыпарсем

Чăхпа качака тытнăшăн штраф тӳлеттереççӗ?!

Ку хыпар выльăх-чӗрлӗхпе чăх-чӗп тытакансене пурне те пырса тивмест. Дачăра пурăнакансене çеç.

Малашне дачăра чăхпа качака ӗрчетекенсене штраф тӳлеттерме пултараççӗ. Çапла пӗлтерет «Татмедиа» информаци агентстви МАКСри хăйӗн каналӗнче.

Фото: «ТАТМЕДИА» АОн МАКСри каналӗнчен.

Темиçе чăхпа пӗр качакашăнах явап тытма тивмӗ-ха. Анчах пысăк хуçалăх йӗркелесе яракана тата туса илнӗ продукципе суту-илӳ тăвакана малашне штраф тӳлеттерме пултараççӗ.

Мӗн чухлӗ-ха вăл? Хыпарта пӗлтернӗ тăрăх, 10 000 пуçласа 20 000 тенкӗ таран. Ун калăпăшӗ çӗр пайӗн кадастр хакӗнчен килет. Вăл унăн 0,5 – 1 проценчӗпе танлашать е 10 000 тенкӗрен сахалрах мар пулӗ.

Сăнӳкерчӗк «Татмедиа» ИАн МАКСри каналӗнчен. 

 


Общєство

Нет комментариев