Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ӗçе чăваш тӗрриллӗ тумпа каяр-и?

Ноябрӗн 26-мӗшӗ — Чăваш тӗрри кунӗ. Чăваш Республикин Пуçлăхӗн 2020 çулхи октябрӗн 17-мӗшӗнче алă пуснă «276-мӗш номерлӗ «Чăваш тӗрри кунӗ çинчен» Указӗпе килӗшӳллӗн, Чăваш Енре çакна халалласа тӗрлӗ акцисем, конкурссем, фестивальсем тата ытти мероприятисем иртеççӗ.

Кăçал Чăваш тӗрри кунӗ канмалли куна лекет. Çавăнпа та ку праçнике халалланă мероприятисем ноябрӗн 24-мӗшӗнче иртеççӗ, тесе пӗлтерет ЧР Культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министерствин пресс-служби. 
ЧР Культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министерстви ЧР Пуçлăхӗ Олег Николаев пуçарнипе çулсерен иртекен «Ӗçе чăваш тӗррипе» акци пуçланă. Патшалăх тата муниципаллă ӗçсенче, тӗрлӗ организацисемпе предприятисенче ӗçлекенсене, вӗренекенсемпе шкул ачисене, садике çӳрекен шăпăрлансене пурне те ӗçе, шкула е урăх çӗре чăваш тӗрриллӗ тумпа е эрешпе килме сӗнет министерство. 
Акцие хутшăнакансен чăваш тӗрриллӗ тумпа сăн ӳкерӗнмелле те сăнӳкерчӗке социаллă сетьри хăйсен страницинче #Деньчувашскойвышивки2023, #наработусвышивкой хэштегсемпе вырнаçтармалла.

 

Сăнӳкерчӗксем culture. cap. ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев