ӖÇЕ ЧӖНЕКЕНСЕМПЕ ӖÇ ШЫРАКАНСЕН ТӖЛПУЛĂВӖ
Хусанти «УНИКС» кану тата спорт комплексӗнче «Работа России» вакансисен ярмăркки регион шайӗнче иртнӗ
Апрелӗн 12-мӗшӗнче Тутарстанăн хулисемпе районӗсен центрӗсенче – 45 площадкăра – ӗç шыракансемпе ӗç сӗнекенсем тӗл пулнă. 604 ӗç паракан ярмăрккана 29 пин ваканси тăратнă. 604 предприятирен 300-шӗ продукцие тирпейлессипе ӗçлет, ял хуçалăх, строительство организацийӗсем, информаципе çыхăну, çавăн пекех, оборонăпа промышленность комплексӗн 50 предприятийӗ.
Пӗтӗм Раççейри ӗçе вырнаçтарассин ярмăрккинче мастер-классем те пулчӗç. Тӗслӗхрен, аграри институчӗ флорист ӗçне хăнăхтарчӗ.
Çапла, ярмăрккăра ваканси сӗнекенсем кăна мар, ӗçе вӗрентекенсем те çителӗклех пулчӗç. Хусанти кашни аслă шкул, колледж пынă. Вӗсем пурте профессисем çинчен, вӗренӳ йӗрки çинчен каласа пама хатӗр, пулас абитуриент çак вӗренӳ заведенийӗнче илнӗ пӗлӳпе ăçта мӗнлерех ӗçе вырнаçассине те кунта пӗлӗ. Вакансисене пăхса паян ӗç рынокӗнче мӗнле профессипе вӗренме кӗрессине те суйласа илме пулать. Кашни предприяти хăтлав ирттерчӗ. Курни-илтнине тӗпе хурса ӗç шыракансем хăйсен професси компетенцийӗсене анлăлатма е пачах улăштарма йышăнаççӗ. Ӗçе е вӗренме вырнаçнă чух патшалăх пулăшăвӗпе усă курма пулать-и, мӗнле майпа – нумай ыйту çине хурав тупма пулчӗ çак кун, пӗр çӗрте, сайтран сайта куçма та кирлӗ мар. ТР ӗç, ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗ Эльмира Зарипова Пӗтӗм Раççейри ӗçе вырнаçтаракан ярмăркка республикăри предприятисемпе организацисене чăннипех кадрсем çитменнине пӗтерме пулăшать тесе шутлать. Кăçал çак мероприятие 12 пин ытла çын ӗç шыраса пынă. Ӗç сӗнекенсемпе 1473 çын калаçса татăлнă. Ăнланмалла ӗнтӗ, ку цифрăсем малтанлăха çырнисем. Чăннипе ытларах та пулӗ. Хусанти тар завочӗн вакансийӗсемпе интересленекен каччăсем ярмăрккăра йышлăччӗ. Паллах, ӗçе хăнăхса çитичченех 45 пин тенкӗ шалу тӳлеççӗ-тӗк, тӗрӗслев уйăхӗсем иртсен разрядне кура тата ӳстереççӗ. Заводран инçетре пурăнакансене вахта автобусӗпе ӗçе илсе çӳреççӗ, районсенчен, ытти регионсенчен килекенсем валли общежити пур. Ытах унта пурăнас темесен хваттер арендăна илнӗшӗн уйăхсерен 10 пин тенкӗ аренда хакне завод саплаштарать. Çаксем çинчен пире «Хусанти патшалăх казеннăй тар завочӗ» Федераллă казеннăй предприятин Кадрсен политикин управленийӗн ертӳçи Татьяна Михайлова каласа пачӗ.
Хусанти вертолетсем тăвакан завод продукцийӗ яланах тӗнче рынокӗнче лайăх сутăннă, ку енӗпе халӗ те ӗçсем аван пыраççӗ. Ахальтен-и, ӗç площадкисене ӳстереççӗ? Цехсене анлăлатнипе пӗрлех ӗç коллективне те пысăклатмалла. Çавăнпа Хусанти вертолетсем тăвакан завод ярмăрккана тухнă. «Ӗç шыракансене яланах шалу мӗн чухлӗ пулни интереслентеретчӗ, ытти питех кăсăклантармастчӗ. Халӗ вара ӗç вырăнӗнчи условисем çинчен те ыйтса пӗлеççӗ, хальхи вăхăтри техникăпа ӗçлес килнине те пытармаççӗ», – каласа парать «Вертолеты России» холдингăн Хусанти вертолетсен завочӗн генеральнăй директорӗн çумӗ Адель Шагимарданов.
Пӗтӗм Раççейри вакансисен ярмăрккинче çакна асăрхарăмăр. Енчен те халиччен кун пек мероприятисене ӗçпе тивӗçтерекен центрсенче тăракансем ытларахчӗ пулсан, кунта ӗçлекеннисем те пулчӗç. Вӗсем мӗнле-тӗр сăлтавсемпе ӗç вырăнне (теприсем профессине те) улăштарма хатӗр. Кун пек категори пуласса йӗркелӳçӗсем малтанах шута илнӗ, вӗсем валли сӗнӳсем хатӗрленӗ.
Пӗтӗм Раççей ярмăркки çӗршыв шайӗнче июнӗн 28-мӗшӗнче иртет.
Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев