Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çемье – çӗршыв никӗсӗ

Мероприятисен формачӗсем тӗрлӗрен пулсан та тӗллевӗ пӗр вӗсен – Раççей çемйин хаклăхне сыхласа çирӗплетесси, аннелӗхпе ачалăха упрасси. Декабрӗн 18-мӗшӗнче ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ черетлӗ брифингра Çемье çулталăкӗн пирвайхи пӗтӗмлетӗвӗсемпе паллаштарчӗç.

Çемье çӗршывăн никӗсӗ пулнăран комплекслă ӗç илсе пырăнать. Паллă ӗнтӗ, кăçал кашни ведомство кун çине тимлӗх ытларах уйăрнă. ТР Премьер-министрӗн çумӗ Лейла Фазлеева та акă республика ку енӗпе нумай ӗçленинчен пуçларӗ хăй сăмахне. СВОна хутшăннисен çемйисен ыйтăвӗсене май пур таран хăвăртрах татса пама тăрăшни çине пусăм турӗ. Массăллă хыпар хатӗрӗсене вара уйрăммăн палăртрӗ. Çемье çулталăкӗн мероприятийӗсене Тутарстан чухлӗ Раççейре урăх пӗр регион та çутатман иккен, пӗтӗмпе 12 пин ытла статья-репортаж тухнă. Ку енӗпе ытларах Теччӗ, Пăва, Нурлат, Элкел районӗсем палăрнă. Çулталăка ТНВ телеканал декабрӗн 22-мӗшӗнче 12 сехетлӗ (ирхине 9 сехетрен пуçласа каçхине 21 сехетчен) телемарафонпа пӗтӗмлетессине те асăнчӗ.

ТР Министрсен Кабинечӗ çумӗнчи ЗАГС управленийӗн статистикипе вара ертӳçи Эльвира Ахметова паллаштарчӗ. Мускаври ВДНХра наци йăли-йӗркипе пӗрлешнӗ Зиятдиновсен (Федерацин Атăлçи округне вӗсемех çемье вучахӗн çулăмне илсе килнӗччӗ) çăмăл аллинчен пуçласа 11 уйăхра республикăра 22 пин çемье чăмăртаннă пирӗн. Республика кунӗнче Хусанти «Казан» Çемье центрӗнче харăсах 45 мăшăр пӗрлешни те пулчӗ. Уйрăлаканнисем кăçал 7,4 процента чакни те савăнтарать. Ытларах 9-10 çул пӗрле пурăннă мăшăрсем уйрăлаççӗ иккен. Эльвира Ахметова сăмахӗпе, çамрăк мăшăрсемпе кăна мар, аслăраххисемпе те ӗçлемеллине кăтартать ку. Тен, психологсен пулăшăвӗ çемьене сыхласа хăварма пулăшӗ? 11 уйăхра республикăра кăçал пурӗ 32359 ача çут тӗнчене килнӗ, вӗсенчен 15,4 пинӗ хӗрача, 16,8 пинӗ арçын ача. 140 çемьере йӗкӗреш, тепӗр çемьере виçӗреш çуралнă. 

ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗн çумӗ Софья Галиева-Мустафина сăмахӗпе, халӗ этем чăн тӗнчеринчен ытларах виртуаллинче пурăнать, ӗçлекен хӗрпе каччăн паллашма вăхăт сахал. Çавăнпа студентсемпе шкул ачисем çине кăна мар, аслăрах çамрăксемпе те ӗçленӗ вӗсем. Пуçласа çамрăксен форумне ирттернӗ. Вӗсенче çемье пурнăçне лайăхлатма пулăшакан 7 проект хатӗрленӗ. Çав шутра наци йăли-йӗркипе пӗрлешес текенсем валли грант уйăрасси. ТР Раисӗ çак пуçарăва тӗрев парасса питӗ шанаççӗ вӗсем. Çемье хаклăхне сарассипе «Семейный код» курав питӗ ăнăçлă пулса тухнă.

ТР ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗ Эльмира Зарипова каланă тăрăх, кăçал ачасен воспитанийӗнче аттесен вырăнне палăртма тăрăшнă вӗсем. Çак тӗллевпе республикăра пӗтӗм çемьепе хутшăнмалли кану уявӗсем йӗркеленӗ. Кунсăр пуçне кăçалхи тепӗр çӗнӗлӗхе – предприяти-организацисем хăйсен çемьеллӗ сотрудникӗсене тимлӗх уйăрма тытăннине – палăртса хăварчӗ. Пӗрлешекен çамрăксене, пӗрремӗш класа каякан, шкул пӗтерекен ачаллă çемьесене укçан пулăшаççӗ иккен вӗсем халӗ.

 Çамрăк тата сахал тупăшлă, нумай ачаллă çемьесене пулăшмалли мерăсем республикăн хăйӗн пуррине те асăнчӗ министр. Вӗсенчен пӗри яллă вырăнта 25 çула çитиччен пӗрремӗш ачана çуратакан хӗрарăма – 50, 29 çула çитиччен виççӗмӗш е ун хыççăнхи ачана çуратнăшăн 100 пиншер тенкӗ чухлӗ пӗр хутчен парăнакан тӳлев. Çапла майпа яллă вырăнти йышлă çемьесен йăлине малалла тăсасшăн республика. Сахал тупăшлă çемьесене ача сачӗн тӳлевӗшӗн 100 проценчӗпех компенсаци, 3 çул тултарман ачасем валли эмелсем туянма çулталăкне 10 пин тенкӗ тӳлесси, тин кăна çуралнă пепке валли кирлӗ япаласемпе тивӗçтересси. Кунсăр пуçне пиллӗк е ытларах ачаллă çемьесене, инвалид-ачасем ӳстерекенсене ÇКХ услугисемшӗн тӳлеме, эмел туянма пособи (кăçалтан çемьен тупăшне пăхмасăр пурне те) пама йышăннă.

 РФ Пенси тата социаллă страховани фончӗн Тутарстанри уйрăмӗн ертӳçи Эдуард Вафин та лайăх хыпарпа савăнтарчӗ. Çак кунсенче кăна РФ Патшалăх Думи «Демографи» наци проектӗнчи амăш капиталӗн программине 2030 çулччен тăсма йышăннă.

Демографи ыйтăвӗ чăнах та шухăшлаттаракан ыйту. ТР сывлăх сыхлав министрӗн пӗрремӗш çумӗ Альмир Абашев ача çуратас çулсенчи хӗрарăмсен шучӗ республикăра чаксан та ку вăхăтлăха кăна тесе лăплантарма тăрăшрӗ. 2030 – 2032 çулсенче лару-тăру каллех лайăхланмалла-мӗн. Тин çеç çуралнисен вилеслӗхӗ юлашки 20 çулта 4 хут чакни вара çав тери лайăх кăтарту пулнине палăртрӗ. Чир-чӗрсенчен мар, çул-йӗр çинчи инкексенче, шывра путса, чӳречерен ӳксе тата ытти сăлтавпа ача ытларах та вилет иккен халӗ. Ача çуратайман çемьесене патшалăх программипе ЭКО иртме май пуррине те аса илтерчӗ вăл, 2024 çулта 1412 хӗрарăм çак программăпа тӳлевсӗр усă курнă, çитес çул тепӗр 1489-шӗн анне ята илтес шанăçӗ пулӗ.

Ирина КУЗЬМИНА.

Сăнӳкерчӗк prav.tatarstan.ru сайтран.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2024 – Год семьи в России