Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çемье çулталӑкне халалланă çӗнӗ республика премийӗ

Тутарстанра Пӗтӗм Раççейри «Отцовское призвание» республика премине хута янă. Масштаблӑ проекта пуçарса яраканӗ — «Союз отцов» обществӑлла организаци. Кун пирки «Татар-информ» ИА иртнӗ пресс-конференцире «Союз отцов» президиум членӗ Алексей Сандригайло пӗлтернӗ.

Премин тӗп тӗллевӗ — культурӑпа искусство деятелӗсене йӑлана кӗнӗ çемье хаклӑхӗсене упраса хӑварас ӗçре пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав тӑвасси.

«Преми шайӗнче эпир кӑсӑклӑ та паха проектсем пурнăçа кӗртнисӗр пуçне çемьесене кунран-кун пулӑшакан культура ӗçченӗсене палӑртасшăн. Вӗсен йышӗнче пултарулӑхпа ӗçӗ-хӗле аталантарса кунран кун çемье тавракурӑмне анлăлатас тӗллвепе ӗçлекен çыравçӑсем, ӳнерçӗсем, актерсем, музыкантсем, дизайнерсем тата ытти пултаруллӑ çынсем пулма пултараççӗ», — палӑртнă вӑл.

Тӗслӗхрен, хутшӑнакансем çак категорисемпе номинациленӗç: «Литературное наследие», «Художественное творчество», «Научные труды и исследования», «Музыка и танцы», «Кино и театр», «Современный подход».

Йӗркелӳçӗсем преми çемье хаклӑхӗсене ӑша хывни пирӗн обществӑн никӗсӗн символӗ пуласса шаннине палӑртнă. Йӑлана кӗнӗ хаклӑхсене чунтан парӑнни паянхи ӑрусене вӑйлӑ тата çирӗп пулма, кирек мӗнле йывӑрлӑха та çӗнтерме пулăшать.

Çавӑн пекех çак сумлӑ наградӑна илекен культурӑпа искусство деятелӗсем обществӑшӑн тӗслӗхсем пулса тӑрӗç. Йӑлана кӗнӗ çемье хаклӑхӗсем хальхи вахăтра актуаллӑ кӑна мар, пысӑк тулли кӑмӑлпа телей кӳме пултарнине те çирӗплетчӗр.

Заявкӑсене август уйăхӗн 1-мӗшӗнчен йышăнма пуçлаççӗ. Преми пӗтӗмпех «Союз отцов» сайтра цифрӑллӑ форматпа иртет.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2024 – Год семьи в России