Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çемье фестивалĕнче кашни хавас

Августăн 25–27-мӗшӗсенче Хусанта «Байтик» ача-пăча лагерӗнче XIV «Крутушка» халăхсен хушшинчи этнофестиваль иртрӗ

Халӗ этнофестивальсем йышлă, вулакан ăна «Сувар» страницисенчен те курать. Анчах 15 çул каялла уçăлнă «Крутушка» пӗрремӗшсенчен пӗри пулнă. Унăн программи çулран çул интереслӗрех, нумай енлӗрех пулса пырать. 

Сцена çинчен инçетри-инçетри ялтан килнӗ тап-таса фольклор юрри юрлакан ансамбль те, аслă шкулта халăх музыкипе пӗлӳ илекен çамрăксем те хăйсене ирӗклӗн, савăккăн туяççӗ. Фестивалӗн хăйӗн фаловерӗсем, пӗрремӗш хут иртнӗренпе вӗсен йышӗ çулран çул ӳссех пырать. «Крутушка» çамрăк ăрăва çитӗнтерме ӗлкӗрнӗ çак çулсенче, халь вӗсем пӗчӗк ачисемпе килнӗ. «Крутушка» çемье фестивалӗ тени чăна килет апла. Кӗçӗн çулхи ачасен тимлӗхӗ нумая çитмест, вӗсем йӗрмӗшме пуçлаççӗ. Кунта ун пеккине кураймăн. Пурте хавас, савăнăçлă – е выляççӗ, е концерт пăхаççӗ. Çакăнтах кайăксен кӗтесӗ – павлинсем, чăхсем. Вӗсене сăнама та кăсăк.

Ярмăркки тата мӗне тăрать?! Раççейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ ăстасем кӗвӗ каламалли инструментсем сутаççӗ, халăх тумӗ стилӗпе çӗленӗ кӗпе-йӗм туянма пулать, техӗмлӗ чей ӗçме тӗрлӗ-тӗрлӗ курăк сутаççӗ. Сăранран, кивелнӗ джинс тумран çӗлесе япаласене «иккӗмӗш пурнăç» паракансем те пайтах. Пылак çимӗç хатӗрлесе килнисем патне пылак юратакансем çеç мар, сăпсасем те сырăнаççӗ. 

«Крутушкăна» кил те çӗнӗ ӗçе хăнăхмасăр кай – пулма пултараймасть! Йӗркелӳçӗсем фестиваль программине питӗ анлă хатӗрленӗ. Мастер-класс ирттерекенсем валли пур услови туса панă. Площадки те пур, вӗренес текенӗсем онлайн çырăнса пыраççӗ. Тӳлевсӗр вӗрентекенсем те пур, укçалла та вӗренме пулать.

Çӗпрел районӗнчи Кивӗ Упири Наталия Куракина фестивале кашни çул килет. Пир тӗртессипе интересленекенсене вăл ӗçе хăнăхтарать. «Çипписене ăçтан тупатăр, кашни лавккара сутмаççӗ вӗт кун пеккисене», – тесе ыйтсан йăл кулать. «Лавккасенче кам хитре тум туянать, эпӗ хитре çипсем пăхса çӳретӗп», – тет вăл. 

Наталия Николаевна пӗччен мар, пулăшуçисемпе. Паян 10-мӗш класа каякан Анастасия та кунтах, Хусанти театр училищинчен вӗренсе тухакан Мария та хаваспах амăшне пулăшать. Кăçал Наталия Николаевна хăйӗн вӗренекенне Арина Андреевана та пӗрле илнӗ. Хӗрача сулă çыхма хăнăхтарать. 

Фестивальте кăçал пыртан тухакан сасăпа юрлама вӗрентекенсем те пулчӗç, балалайка калама вӗренес текенсене те пулăшакансем тупăнчӗç. Шупашкарти «Огни Балтейна» ташă ансамблӗн артисчӗсем Ирланди ташшине те, ытти ташăсен хусканăвӗсене те хăнăхтарчӗç. 

«Крутушкăра» Элмет районӗнчи Патраклăри Л.У.Савастьянова ертсе пыракан «Çеçпӗл» фольклор ансамблӗ те пулчӗ, ку питӗ савăнтарчӗ. Чăн-чăваш юррисемпе вӗсем куракана вăйă картине те тăратрӗç.

Фестиваль йӗркелӳçисем халь те интереслӗ программăна тата  интереслӗрех тăвасшăн курăнать, паллă шеф-поварсемпе тутлă, усăллă килти апат хатӗрлеме мастер-класс йӗркеленӗ.    

«СПАС» телеканалта «Монастырская кухня» кăларăма ертсе пыракан паллă шеф-повар Максим Сырников хăйӗн ӗçне лайăх пӗлекен ăста çеç мар, историе, регионсенче апат хатӗрлессипе çыхăннă йăласене, паллах, рецепчӗсене те питӗ лайăх пӗлет. Çав вăхăтрах повар шӳтлеме те ăста.  Михаил Гаврилова та телекуравçăсем лайăх пӗлеççӗ. «Калинка моя» ресторанăн су-шефӗ, Кулинарсен Мускаври ассоциацийӗн пайташӗ, «Пятница» телеканалта «Битва шефов» телешоун иккӗмӗш сезонӗнче çӗнтернӗ.  Пысăк ăстасен ӗçне ытараймасăр пăхса тăракансем, апат пиçессе чăтăмсăррăн кӗтекенсем (дегустаци тума ирӗк параççӗ-çке) кухньăран татăлмарӗç виçӗ кунӗнче те. 

Йăлана кӗнӗ тăрăх паллă ăсчахсем лекцисем вуларӗç, ача-пăчана савăнтарма мультфильмсем кăтартрӗç. Урамсенче ӗçлекен пукане театрӗсен спектаклӗсене аслисем те интересленсех пăхрӗç. Пӗлтӗр ретро фотоаппаратпа сăн ӳкерӗннисен (моделӗн тумӗ те ӗмӗр каяллахи пулмаллаччӗ) портречӗсен куравне йӗркелени те кураканшăн кăсăк.

Пысăк сцена çинче пӗр чарăнмасăр юрларӗç, ташларӗç. Тӗрлӗ чӗлхепе, тӗрлӗ халăх культурине курса савăнма пулчӗ. Фестивале Мускаври  Гнесинсен ячӗллӗ  музыка училищинчи студентсен этно-джаз жанрӗпе ӗçлекен «В доме» ансамблӗ вӗçлерӗ. 

 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: фестиваль