Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çемье ипотекине пӗр хут кăна илме пулӗ

Февралӗн 1-мӗшӗнчен Раççейре çемье ипотекин правилисем улшӑнаççӗ. Çак вăхăтран кашни çемье льготăллă кредита пӗр хут кӑна илме пултарать. Кун пирки РИА Новостине Патшалӑх Думин строительство тата ÇКХ комитечӗн пайташӗ Александр Якубовский пӗлтернӗ.

Александр Якубовский каланă тăрăх, февраль уйăхӗнчен упӑшкипе арӑмӗ çемье ипотекине пӗрле  кăна илме пултараççӗ. Çӗнӗ правилăсем йышăниччен мӑшӑрсем льготăллă ипотекӑна кашни илме пултарнă.

Кунсӑр пуçне «донор схемисем» ӗçлеме пăрахаççӗ. Кун пек чухне çăмăллăхлă кредита тӑвансем е пӗлӗшсем валли илсе хваттере çийӗнчех сутса янӑ.

«Кун пек операцисем социаллӑ программăна укçа ӗçлесе илмелли хатӗре çавӑраççӗ. 2026 çултан çурт-йӗре шӑпах программӑна хутшӑнма право пур, чӑннипех унта пурӑнма палӑртакан çемье туянмалла», – тесе палӑртнӑ Александр Якубовский.

Çемье тупӑшӗ кредит илме çителӗксӗр пулсан пӗрле илекенсене (созаемщиксене) явӑçтармалли май сыхланса юлать. Чӑннипех  пулӑшу кирлӗ, анчах ашшӗ-амӑшӗн е çывӑх çыннисен пулӑшӑвӗсӗр банк требованийӗсене тивӗçтереймен çемьесемшӗн пӗлтерӗшлӗ ку.

Программӑн тӗп параметрӗсем улшӑнмасӑр юлӗç: льготăллă ставка, пирвайхи взнос 20 процентран тытӑнать, кредитӑн чи пысӑк виçи чылай регионта 6 миллион тенкӗ таран тата хулари пысӑк агломерацисенче 12 миллион тенкӗ таран.

«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: меры поддержки семейная ипотека